Хусан (Казань)

Ыран пăр çăвать

Тутарстанра ыран вырăн-вырăнпа аслати авăтать, пăр тата витрелетсе çумăр çăвать.

Ыран, июнӗн 20-мӗшӗнче, кăнтăрла тата каçхине Тутарстанра вырăн-вырăнпа аслати авăтать, пăр тата витрелетсе çумăр çăвать. Кунсăр пуçне вăйлă çил-тăвăл, çеккунтра 15-20, вырăн-вырăнпа 21-26 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Тр Гидрометцентрӗ ирхине 10 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен асăрхануллă пулма сӗнет. Хусана аслатиллӗ çумăр11-15 сехетсенче çăвать, вăйлă çил çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрет.


 


Погода

Нет комментариев