Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăт ку чăн-чăн Çӗнӗ çул парни!

Пăлхарти тăлăх тата ашшӗ-амăшӗ пăхман ачасем паян çӗнӗ хваттерлӗ пулнине хыпарлать «Новая жизнь» хаçат. Республика программипе тăвăнакан çурта çӗнӗ технологипе тата çӗнӗ йышши строительство материалӗсемпе усă курса лартнă, пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 152,8 тăваткал метр. Çӗнӗ уççа Шабановсен, Карповсен, Борзихинсемпе Куликовсен çемйисене памашкăн Спас район ертӳçи Камиль Нугаев, подряд организацийӗн генеральнăй директорӗ...

Пăлхарти тăлăх тата ашшӗ-амăшӗ пăхман ачасем паян çӗнӗ хваттерлӗ пулнине хыпарлать «Новая жизнь» хаçат. Республика программипе тăвăнакан çурта çӗнӗ технологипе тата çӗнӗ йышши строительство материалӗсемпе усă курса лартнă, пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 152,8 тăваткал метр.

Çӗнӗ уççа Шабановсен, Карповсен, Борзихинсемпе Куликовсен çемйисене памашкăн Спас район ертӳçи Камиль Нугаев, подряд организацийӗн генеральнăй директорӗ Рим Сабитов, инженерӗ Ильдар Закиев тата Хӗл Мучипе Юр Пике, халапри ытти персонажсем те килнӗччӗ. Чи пӗчӗккисене Çӗнӗ çул парни пама та манмарӗç.

Илья Шабанов хăйсене çакăн пек пысăк парнепе савăнтарнăшăн ТР Президентне Р.Минниханова, район ертӳçисене тата строительсене тав турӗ. (spas-rt.ru сăнӳкерчӗкӗ).



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев