Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

ВИЧ – приговор мар, çапах та тӗрӗслен!

Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна (декабрӗн 1-мӗшӗ) халалласа иртекен «Стоп ВИЧ/СПИД» Раççей акцине Тутарстан та хутшăнчӗ. Мероприятисем пирӗн республикăра Раççей акцийӗ иртнӗ вăхăтра кăна мар, икӗ эрнех тăсăлаççӗ. Ноябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 3-мӗшӗччен, учрежденисенче ВИЧ-статуса тӳлевсӗр экспресс-тест туса тӗрӗслеме пулать. Çакăн пек пӗр площадкăна обществăлла вырăнта та йӗркелеççӗ. Тӗрӗслев иртекен...

Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна (декабрӗн 1-мӗшӗ) халалласа иртекен «Стоп ВИЧ/СПИД» Раççей акцине Тутарстан та хутшăнчӗ. Мероприятисем пирӗн республикăра Раççей акцийӗ иртнӗ вăхăтра кăна мар, икӗ эрнех тăсăлаççӗ. Ноябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 3-мӗшӗччен, учрежденисенче ВИЧ-статуса тӳлевсӗр экспресс-тест туса тӗрӗслеме пулать. Çакăн пек пӗр площадкăна обществăлла вырăнта та йӗркелеççӗ. Тӗрӗслев иртекен çын 18 çул тултарнă пулсан, унран нимӗнле документ та ыйтмаççӗ, тӗрӗслев анонимлă. Енчен те тӗрӗсленес текен çамрăк 18 тултарман пулсан вара ашшӗ-амăшӗ ирӗк панине ӗнентерни кирлех. Ытти çулсенче çакăн пек экспресс-тест валли сурчăк илнӗ пулсан, кăçал пӳрнерен юн памалла. Результатсем тепӗр 15 минутранах паллă пулаççӗ.

СПИДпа тата инфекцилле чирсемпе кӗрешекен, профилактика ирттерекен республика центрӗн тӗп тухтăрӗн ертӳçи Г.Чернобровкина пӗлтернӗ тăрăх, «Новый век» ыркăмăллăх организацийӗпе вӗсем республикăри аслă шкулсенче тата предприятисенче мероприятисем ирттереççӗ. Çапла майпа çамрăксене ВИЧ/ СПИД проблеми çинчен тепӗр хут аса илтереççӗ.

Телее, ытти республикăсемпе танлаштарсан, пирӗн республикра ВИЧ-инфекципе чирлекенсен шучӗ чакни сӗсӗнет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев