Элеватор çӗнӗ тухăçа йышăнма хатӗр
«Пăва элеваторӗ» УАО ертӳçи Газинур Хакимов сăмахӗсем тăрăх, предприяти 2017 çулăн çӗнӗ тухăçне йышăнма хатӗр. Вӗсем тырçи пуçланиччен хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗрӗссипе, элеваторта ӗç çулталăкӗпех чарăнмасть-ха. Кунта элитлă вăрлăх, паха çăнăх илме районсенчен кăна мар, Раççей регионӗсенчен те килеççӗ. Тырçи вăхăтӗнче вара ӗç тата хӗрӳрех пулать, çӗнӗ тухăçа икӗ...
«Пăва элеваторӗ» УАО ертӳçи Газинур Хакимов сăмахӗсем тăрăх, предприяти 2017 çулăн çӗнӗ тухăçне йышăнма хатӗр. Вӗсем тырçи пуçланиччен хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçлеме ӗлкӗрнӗ.
Тӗрӗссипе, элеваторта ӗç çулталăкӗпех чарăнмасть-ха. Кунта элитлă вăрлăх, паха çăнăх илме районсенчен кăна мар, Раççей регионӗсенчен те килеççӗ. Тырçи вăхăтӗнче вара ӗç тата хӗрӳрех пулать, çӗнӗ тухăçа икӗ сменăпа, урăхла каласан талăкӗпех, йышăнма пуçлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев