Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Пурăна пӗлсен 70 çулта та пурнăç вӗрет

(Петр Морозов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вăхăтӗнче ялти Культура çурчӗн пуçлăхӗ, колхоз парторгӗ тата ытти яваплă нумай ӗçре тăрăшнă хисеплӗ ентешӗмӗр Владимир Стефанович Белов хăйӗн 70 çулхи юбилейне питӗ хăйне евӗрлӗ паллă турӗ. Çамрăксемпе пӗрле вăл Пӗкӗлме-Наратлă маршрутпа 27 çухрăм чупса тăван Наратлă ялӗнчи Культура çурчӗ умӗнчи тӳреме çитрӗ. В.Стефанович спортра çӗнӗ...

(Петр Морозов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вăхăтӗнче ялти Культура çурчӗн пуçлăхӗ, колхоз парторгӗ тата ытти яваплă нумай ӗçре тăрăшнă хисеплӗ ентешӗмӗр Владимир Стефанович Белов хăйӗн 70 çулхи юбилейне питӗ хăйне евӗрлӗ паллă турӗ. Çамрăксемпе пӗрле вăл Пӗкӗлме-Наратлă маршрутпа 27 çухрăм чупса тăван Наратлă ялӗнчи Культура çурчӗ умӗнчи тӳреме çитрӗ.

В.Стефанович спортра çӗнӗ çын мар, 1979 çулхи Пӗкӗлме-Петровка çурма марафон çӗнтерӳçи. 2016 çулта Хусанти тата Санкт-Петербургри марафонсене хутшăннă. Совет Союзӗн Геройне Газинур Гафиятуллина халалланă Пӗкӗлме- Сугушла чупура темиçе хутчен те чупнă. Вăл велоспорт тата йывăр атлетика спорт мастерӗн кандидачӗ.

Хисеплӗ ентеше, обществăлла ӗçчене, чăн-чăн марафонеца ял-йыш вырăнти Культура çуртӗнче чысларӗ.

Владимир Стефанович Белова юбилей ячӗпе саламлатпăр тата çамрăксене сывă пурнăç йăлине хăнăхтарса воспитани пама пулăшнăшăн Наратлă ял хутлăхӗн спорт тата ӗç ветеранӗсен ятӗнчен тав тăватпăр. Вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, пурнăçра тата спортра ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев