Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

«ШУРĂМПУÇ» ВАЛЛИ ХАЙЛАВСЕМ КӖТЕТПӖР

Хаклă çыравçăсем, калем ăстисем! Кăçал «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитет. Эсир акă ӗнтӗ виçӗ теçетке çул Хусанта тухса тăракан чăваш кăларăмӗн страницисене хăвăрăн хайлавăрсемпе пуянлататăр. Тавах сире! Тутарстан çӗрӗнче ӗлӗк те, халӗ те чăваш писателӗсемпе поэчӗсем, композиторсем йышлă – çакă пире питӗ савăнтарать.

Редакци темиçе çулта пӗрре те пулсан май тупса «Шурăмпуç» журнал кăларма тăрăшать. Хаçатшăн юбилейлă çул «Шурăмпуçсăр» мӗнле-ха? Çавăнпа кăçал та «Сувар» юбилейӗ тӗлне çак журнала кăларас тетпӗр. 

Эппин, хисеплӗ тăванăмăрсем, сиртен «Шурăмпуç» валли хайлавсем – сăвăсем, пысăках мар поэмăсемпе калавсем, тӗрленчӗксемпе очерксем тата ытти те – кӗтетпӗр. «Сувар» хаçата халалланă публицистика материалӗсене те хапăл тусах йышăнатпăр. 

Материалсене пичетлесе редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине «Шурăмпуç» журнал валли тесе палăртса 2023 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗччен ярса памалла. Çавăн пекех хайлавпа пӗрле хăвăр çинчен кӗскен çырнине тата сăнӳкерчӗкӗре те яма ан манăр. 

Эппин хайлавсем кӗтетпӗр!

Редакци.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев