News by tag - конкурс
-
«Пирӗн тăрăхри паллă çынсем» конкурс пӗтӗмлетӗвӗ
Аксу районӗнчи Савгачевăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн вӗрентӳ уйрăмӗпе тата «Сувар» хаçатпа пӗрле «Пирӗн тăрăхри паллă çынсем» проектла тата творчествăлла ӗçсен конкурсне ирттерни пирки хаçатăн 6-мӗш номерӗнче (18.02.2022) çырнăччӗ. Ăна Тăван чӗлхесен кунне, Тутарстан Республикинчи Цифровизаци çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Онлайн майпа иртнӗ конкурса ачасем йышлăн хутшăнчӗç. Ку эрнере конкурс комиссийӗ пӗтӗмлетӳсем турӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе тата лауреатсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулаканăмăрсем.
-
Савгачево шкулӗ пуçарнипе «Пирӗн тăрăхри паллă çынсем» проектла тата творчествăлла ӗçсен республика конкурсӗ иртет. Хутшăнăр!
Аксу районӗнчи Савгачевăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн вӗрентӳ уйрăмӗпе тата «Сувар» хаçатпа пӗрле «Пирӗн тăрăхри паллă çынсем» проектла тата творчествăлла ӗçсен конкурсне ирттерет. Ăна Тăван чӗлхесен кунне, Тутарстан Республикинчи Цифровизаци çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Паллă сăлтавсене пула конкурс куçăн мар, онлайн мелӗпе иртет.
-
Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă конкурссем пуçлатпăр. Хутшăнăр!
Кăçалхи январӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Тӗлӗнмелле талантлă поэтăн сăввисемпе поэмисем нихăçан та кивелмеççӗ, вӗсем паянхи кун та актуаллă. Тӗрлӗ шайри конкурссенче халӗ те Хусанкай сăввисем янăраççӗ, ытти халăхсем чăваш поэчӗсенчен чи малтан Хусанкая асăнаççӗ. Çакă ахальтен мар. Петр Петрович чăваш халăхӗ валли вилӗмсӗр йӗркесем çырнă кăна мар, ытти халăхсене те хамăр халăх еплерех мăнаçлă пулни пирки каласа панă, хăй те нумай чӗлхерен куçарнă. Ентешӗмӗр тунă ӗçсем вилӗмсӗр. Çавăнпа та Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса «Сувар» хаçатра конкурссем ирттерме шутларăмăр.
-
Вулакансем ыйтнипе: «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс!
Хисеплӗ вулакансем! Пӗлтӗр хаçатра «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс ирттернине пурте астăватăр ӗнтӗ. Ăна пурте хапăл туса йышăнчӗç. Хутшăнакансем те нумайăн пулчӗç. Сисмерӗмӗр те, кăçал та тухăç пуçтармалли вăхăт çитрӗ акă. Апла-тăк хаçатăн страницисенче «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс татах ирттерер мар-и?
-
Ӗнер Хусанта «Юрла чăвашла» конкурсăн çӗнтерӳçисене палăртрӗç
Ӗнер, июнӗн 10-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Юрла чăвашла» конкурсăн Гала-концерчӗ пулчӗ. Вăл ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин пуçарнипе иртрӗ. Конкурса республикăри Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.
-
«Çӗнӗ хум» конкурс çӗнтерӳçисене майăн 14-мӗшӗнче Шупашкарта кӗтеççӗ
Хисеплӗ çӗнтерӳçӗсемпе призёрсем тата илемлӗ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вӗрентекенсем! Сире май уйăхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулин И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн тӗп корпусӗнчи пысăк залӗнче 12 сехетре пуçланакан конкурс чыславне чӗнетпӗр. Уява пурне те чăвашла тумланса килме сӗнетпӗр.
-
«Тутарстан Чăваш пики – 2021»: юбилейлă конкурс асра юлмалла иртрӗ
«Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн 20 çулхи историйӗн чи хумхануллă саманчӗсен, çӗнтерӳçисен сăнӳкерчӗкӗсене экран çинче кăтартсан, залра ларакансем хăйсем те шухăшпа çав вăхăтсене таврăнчӗç. Ку истори пирӗн куç умӗнче çырăннă-çке. Ытти çулсенчи «Тутарстан чăваш пики» тата «Раççей чăваш пики» конкурссен тӗп титулӗпе тӗрлӗ номинацийӗсене тивӗçнӗ мӗнпур пикене аса илчӗç çав кун, халӗ ӗнтӗ вӗсенчен чылайăшӗ çемьеллӗ, хăйсем ачасем ӳстереççӗ.
-
«Туган тел» мастер-классен конкурсӗнче чăваш учителӗсем маттур пулчӗç
Çӗнтерӳçӗсене палăртма çăмăл пулмарӗ. Çапах та пӗрремӗш вырăна кам йышăнасси пирки пӗр тавлашу та тухмарӗ. Жюри пайташӗсем пӗр саслăн пулса çӗнтерӳçӗ Надежда Сердцева пулнине çирӗплетрӗç. Малалла кăшт хӗрӳрех пулчӗ. Паллах, кашни наци представителӗ хăй халăхӗн çыннине хӳтӗлесе çивӗч аргументсем кăларса тăратрӗ. Мӗн тейӗн, вырăссем калашле – çири кӗпе çывăхрах. Çапла вара лауреатсен шутне тепӗр икӗ чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ – Любовь Яргунинăпа Елизавета Павлова кӗчӗç.
-
«Кӗр мăнтăрӗ» конкурса пӗтӗмлетрӗмӗр!
Çăмăл пулмарӗ комисси пайташӗсене çӗнтерӳçӗсене суйласа илме, мӗншӗн тесен кашни сăнӳкерчӗк хăйне евӗрлӗ те интереслӗ. Çапла вара «Кӗр мăнтăрӗ» конкурсăн çӗнтерӳçисемпе паллаштаратпăр сире.
-
Атăлтан пуçласа Хура тинĕс таранах
Илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртас, çамрăк çыравçăсене литература ĕçне анлăрах явăçтарас, вĕсен илемлĕ хайлав çырас туртăмне малалла аталантарас тĕллевпе Шупашкар пултарулăх ăмăртăвне йĕркелет.
-
АВТОХУЛА ПУКАНЕ СУЙЛАТЬ
Автохулари «Çăлкуç» Туслăх Çурчӗ 7-12 çулти хӗр ачасен хушшинче «Наци пукани» ача-пăча конкурсне ирттерет. Апрелӗн 21-мӗшӗнче пулнă суйлав тапăхрӗнче финала 9 наци ачи тухнă. Çак йышра чăваш хӗр пӗрчийӗ, 12-ри Варя Демина та пур.
-
«ЧЕБА-ДЖАЗ– 2019». ХУСАНСЕМ – ИККӖМӖШ
Январӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче I Пӗтӗм Раççейри джаз тата эстрада юрлакансен «ЧЕБА джаз» конкурсӗ иртӗ. Вера Кожеманова хăйӗн ушкăнӗпе Энтони Ньюлипе Лесли Брикасăн «Feeling good» («Чувствую себя хорошо») тата «Тарăн вар» юрăсене юрласа иккӗмӗш вырăн çӗнсе илчӗ. Саламлатпăр!
-
ПИРӖННИСЕМ «ИКӖ ÇĂЛТĂР» КОНКУРСРА
Софийăпа Сильвия Чаркинасем Хусанти «Две звезды – учитель и ученик» вокал дуэчӗсен конкурсӗнче.
-
Хăш район-хула çӗнтересси пиртен килет
Хăш районăн Чăрăшӗ илемлӗрех, мероприятийӗ интереслӗрех пулнине республика çыннисем хаклаççӗ.
-
Çамрăк тус, «АТАЛАН МУЧИ!» конкурс пуçланать!
1-мӗш вырăна çӗнсе илнӗ чи пултаруллă вӗренекене (е вӗренекенсен ушкăнне) Аталан Мучипе Аталан пикисем шкула хăнана килсе парне параççӗ. Ӗçсене декабрӗн 18-мĕшĕччен йышăнатпăр.