Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» – чи çывăх юлташ» фотоконкурса пӗтӗмлетрӗмӗр. Çӗнтерӳçӗсем паллă!

«Сувар» тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалласа хаçатра «Сувар» — чи çывăх юлташ» фотоконкурс ирттертӗмӗр. Унта хутшăннă вулаканăмăрсем конкурса пӗтӗмлетессе чăтăмсăррăн кӗтеççӗ пуль ӗнтӗ. Çак кунсенче ятарлă комисси конкурса килнӗ сăнӳкерчӗксене тӗплӗн пăхса хакларӗ: çӗнтерӳçӗсене палăртнă чух креативлăха, эстетикăна, пахалăхне, сюжетне шута илчӗ.

Эппин «Сувар» — чи çывăх юлташ" фотоконкурсăн çӗнтерӳçисемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем. Акă вӗсем: 
Гран-при — Татьяна Бульбова (Аксу районӗ, Беловка) — 33 № (25.08.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗксемшӗн;
I вырăн — Геннадий Садовников (Лениногорск) — 29 № (28.07.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
II вырăн — Зоя Кузнецова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Çӗпрел) — 40 № (13.10.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
II вырăн — Олимпиада Леонтьева (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми) — 34 № (01.09.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
III вырăн — Аминат Степанова (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк) — 29 № (28.07.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
III вырăн — Ольга Лаврентьева (Шупашкар) — 27 № (14.07.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
III вырăн — Ольга Бахтинова (Пăва районӗ, Чăваш Киштек) — 37 № (22.09.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
IV вырăн — Ольга Салюкова (Элкел районӗ, Тури Матак) — 30 № (04.08.2023) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн.
Çӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр! Вӗсем пурте «Сувар» логотипӗллӗ парнене тивӗçеççӗ. 


Çавăн пекех конкурса хутшăннă кашни вулаканăмăра чӗререн тав тăватпăр, малашне те эсир Хусанта тухса тăракан чăвашла хаçатăн çывăх тусӗ пуласса, «Сувара» çулсерен çырăнса илсе вуласса шанатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс