Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Халăхсен еткерлӗхӗ» конкурса хутшăнса хамăр халăхăн илемне кăтартар

ТНВ телерадиокомпани ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса хăварас, аталантарас ыйтусемпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе «Халăхсен еткерлӗхӗ – Халыклар мирасы» конкурс ирттерет.

Конкурсăн тӗллевӗ – Тутарстанра пурăнакан халăхсен тӗрлӗ енлӗхне, вӗсен йăли-йӗркисене кăтартасси, çамрăксене культура еткерлӗхӗпе мăнаçланма вӗрентесси.

Конкурса Тутарстанра пурăнакан хуть хăш халăх çынни те хутшăнма пултарать. Заявкăсене miras@tnvtv.ru электронлă адреспа октябрӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Преми фончӗ 500000 тенкӗпе танлашать.

Конкурс пилӗк тӗп тата икӗ ятарлă номинаципе иртет:

× Наци апачӗ

× Халăх тумӗ

× Халăх ташши

× Халăх юрри

× Йăлари ал ӗçӗ

Ятарлă номинацисем

× Ача-пăча номинацийӗ

× Интернет-аудитори суйлавӗ

Конкурса хутшăнакансен хăйсен ӗçӗсене фото е видео форматпа ярса памалла. «Наци апачӗ» номинацие хутшăнакансен хăйсен апачӗн рецепчӗ тăрăх мӗн хыççăн мӗн тумаллине тӗплӗн ӳкерсе ярса памалла.

«Наци тумӗ» номинацие хутшăнакансен наци тумӗллӗ хальхи тата ӗлӗкхи сăнӳкерчӗксем ярса пама юрать. Тата тумăн историне кӗскен çырса кăтартмалла.

«Йăлари ал ӗçӗ» номинацие хутшăнакансен те сăнӳкерчӗксенчи е видеосенчи хăйсем ал ӗçӗ пирки ăнлантарса çырмалла.

«Халăх ташши» тата «Халăх юрри» номинацисене хутшăнакансен хăйсем  ташланине е юрланине видео ӳкерсе ярса памалла.

Конкурс положенийӗпе тӗплӗнрех çак ссылкăпа паллашма пулать:

https://cloud.mail.ru/public/D4aA/CnDvxBqsU

Анкета:

https://cloud.mail.ru/public/w3aj/kXYW9sWqm

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс