«Сувар» – чи çывăх юлташ» конкурса хутшăнар-и?
Хаклă вулакансем, «Сувар» – чи çывăх юлташ» конкурса сăнӳкерчӗк ярса патăр-и-ха? Ӗлкӗреймен пулсан васкăр. Конкурса янă ӗçсене сентябрӗн 30-мӗшӗччен кăна йышăнатпăр.
«Эпӗ «Сувар» хаçата 20 çул ытла çырăнса илетӗп ӗнтӗ, хаçат килнӗ куна яланах кӗтсе тăратăп. «Сувар» вуласа тӗрлӗ çӗрте пурăнакан чăвашсен пурнăçӗпе паллашатăп. Çак хаçат пурришӗн питӗ савăнатăп. Хамăн тăвансене, юлташсене те «Суварпа» паллаштаратăп. Чăвашсем! Пурте «Сувар» хаçата çырăнса илме тăрăшăр. Хамăр чăваш пулнишӗн савăнар», – тет Чистай хулинче пурăнакан 77 çулти Роза Андреевна Гаврилова. Роза Андреевна «Сувар» вуланине вара Зинаида Уткина (Чистай) фото ӳкерсе илнӗ те редакцие «Сувар» – чи çывăх юлташ» конкурса ярса панă.
«Сурăхсем канма выртсан,
Хырăмӗ тутă пулсан,
Кӗтӳç çывăрма выртмасть –
«Сувар» вуламасăр чăтаймасть!»
тата
«Пӗтӗм ӗçе пăрахса «Сувар» вулатпăр савăнса!» –
– сăвăласах çырать Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Татьяна Ивановна Бульбова конкурса ярса панă сăнӳкерчӗксен айне. «Сувар» вулакансем çине пăхма мӗнле кăмăллă!
Эсир вара, хаклă вулакансем, «Сувар» – чи çывăх юлташ» конкурса сăнӳкерчӗк ярса патăр-и-ха? Ӗлкӗреймен пулсан васкăр. Конкурса янă ӗçсене сентябрӗн 30-мӗшӗччен кăна йышăнатпăр.
Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? «Сувар» хаçатпа сăн ӳкермелле. Сăнӳкерчӗк урлă хăвăр (е ытти вулакансем) хаçата еплерех юратнине, хисепленине, вăл сирӗн пурнăçра мӗнле вырăн йышăннине палăртма тăрăшмалла. Чи-чи креативлă сăнӳкерчӗк авторӗсене редакци хаçат логотипӗллӗ парнесемпе чыслать. Конкурса ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.
Конкурс комиссийӗ чи интереслӗ сăнӳкерчӗксене суйласа илсе Гран-при, пӗр 1-мӗш, икӗ 2-мӗш тата виçӗ 3-мӗш вырăнсем палăртать конкурса хутшăнакансен хушшинче. Сăнӳкерчӗксене хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр, çавăн пекех редакцин социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларатпăр. Конкурса 2023 çулхи октябрь уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр.
Сăнӳкерчӗксене «Фотоконкурса» тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă ярса памалла. Сăнӳкерчӗк авторӗн ятне тата хушаматне, адресне, телефон номерне палăртма манмалла мар. Хутшăнмасăр ан юлăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев