Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» – чи çывăх юлташ» конкурса сентябрӗн 30-мӗшӗччен сăнӳкерчӗксем йышăнатпăр

Хаçат вулаканпа куллен çыхăнура. Редакци ирттерекен конкурссене аслисем те, ача-пăча та хастар хутшăнни савăнтарать пире. Акă «Сувар» – чи çывăх юлташ» сăнӳкерчӗксен конкурсне те сăнӳкерчӗксем килсех тăраççӗ. Анчах та вăл вӗçленсе пырать ӗнтӗ, сăнӳкерчӗксене сентябрӗн 30-мӗшӗччен кăна йышăнатпăр. Кам ярса ӗлкӗреймен – васкăр.

Хаклă вулаканăмăрсем! Кăçал «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитрӗ. Виçӗ теçетке çул кашни эрнекунсерен Хусанта кун çути курса Тутарстанри районсемпе хуласене кăна мар, Раççейӗн чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионӗсене те васкать хаçатăмăр, йăхташăмăрсене тăван чӗлхепе пичетленекен хыпарсемпе паллаштарса пырать.

Хаçат вулаканпа куллен çыхăнура. Редакци ирттерекен конкурссене аслисем те, ача-пăча та хастар хутшăнни савăнтарать пире. Акă «Сувар» – чи çывăх юлташ» сăнӳкерчӗксен конкурсне те сăнӳкерчӗксем килсех тăраççӗ. Анчах та вăл вӗçленсе пырать ӗнтӗ, сăнӳкерчӗксене сентябрӗн 30-мӗшӗччен кăна йышăнатпăр. Кам ярса ӗлкӗреймен – васкăр.

Конкурса хутшăнас тесен мӗн тумаллине тепӗр хут аса илтеретпӗр. «Сувар» хаçатпа сăн ӳкермелле. Сăнӳкерчӗк урлă хăвăр (е ытти вулакансем) хаçата еплерех юратнине, хисепленине, вăл сирӗн пурнăçра мӗнле вырăн йышăннине палăртма тăрăшмалла. Чи-чи креативлă сăнӳкерчӗк авторӗсене редакци хаçат логотипӗллӗ парнесемпе чыслать. Конкурса ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.

Конкурс комиссийӗ чи интереслӗ сăнӳкерчӗксене суйласа илсе Гран-при, пӗр 1-мӗш, икӗ 2-мӗш тата виçӗ 3-мӗш вырăнсем палăртать конкурса хутшăнакансен хушшинче. Сăнӳкерчӗксене хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр. Конкурса октябрь уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр.

Сăнӳкерчӗксене «Фотоконкурса» тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă ярса памалла. Сăнӳкерчӗк авторӗн ятне тата хушаматне, адресне, телефон номерне палăртма манмалла мар. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс