«Хӗл илемӗ» конкурсра çӗнтернӗ виçӗ çынна «Сувар» логотипӗллӗ курка парнелетпӗр
Çӗнӗ хыпарсем

«Хӗл илемӗ» конкурсра çӗнтернӗ виçӗ çынна «Сувар» логотипӗллӗ курка парнелетпӗр

Туссем, эсир ыйтнипе «Хӗл илемӗ» конкурс пуçлатпăр. Унта хутшăнас тесен хăвăр тунă сăнӳкерчӗксене Ватсапри «Сувар тусӗсем» ушкăна е уйрăм сообщенипе 8 9179076881 номерпе февралӗн 29-мӗшӗччен ярса пама пултаратăр.


• Сӑнӳкерчӗк авторӗн ятне, хушаматне, ӑçта пурӑннине (район, ял е хула) палӑртмалла, сӑнӳкерчӗк çинчи илеме хӑш вырӑнта тунине çырмалла.


• Сăнӳкерчӗксене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче, Телеграмри каналӗнче кăларатпăр. 


• Конкурс çӗнтерӳçисене пирӗн подписчиксемпе, вулакансемпе пӗрле «Сувар» хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри страницинче тата Телеграмри «Чувашская газета Сувар» каналра сасăлав ирттерсе палăртатпăр. 


• Чи нумай сасă пуçтарнă виçӗ çӗнтерӳçе палăртатпăр. 


• Кашни çӗнтерӳçе редакци ятӗнчен асăнмалăх парне — «Сувар» логотипӗллӗ курка парнелетпӗр! 

 

Редакци.


конкурс

Нет комментариев