«Чăваш кӗнеки. Çамрăк талантсем» конкурсра палăрнисен йышӗнче Тутарстанри чăваш ачисем те пур
Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш кӗнеки. Çамрăк талантсем» XII регионсен хушшинчи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вăл 2023 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 31-мӗшӗччен иртнӗ. Конкурса пӗтӗмӗшле, ятарлă вăтам тата аслă пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем çеç мар, чăваш кӗнекине юратакан хуть кам та хутшăнма пултарнă.
Конкурса виçӗ тӗрлӗ номинаципе — «Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кӗнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав», «Юратнă кӗнекери эпизод» темăпа ӳкернӗ чи лайăх ӳкерчӗк" тата «Ача тунă чи лайăх кӗнеке» — пурӗ 82 ӗç килнӗ.
Чи нумай ӗç ярса паракансем, паллах, Чăваш Республикинче пурăнакансем. Çапах та темиçе ӗç ытти регионсенчен те пур: çав шутра Тутарстанран икӗ ӗç тата Бурятирен пӗр ӗç.
Тутарстан ачисем те пур çӗнтерӳçӗсемпе Тав хутне тивӗçнисен хушшинче. Тӗслӗхрен, Аксури (Аксу районӗ) 2№ вăтам шкулта вӗренекен Анастасия Чистова (вӗрентекенӗ — Л. В. Мясникова) «Чи юратнă чăваш халăх юмахӗнчи эпизод» темăпа чи лайăх ӳкерчӗк" номинацире 1-мӗш вырăн йышăннă.
Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри В. С. Дементьев ячӗллӗ вăтам шкулта вӗренекен Юлианна Казакова (вӗрентекенӗ — Н. В. Григорьева) «Юратнă кӗнекери эпизод» темăпа чи лайăх ӳкерчӗк" номинацире Тав хутне тивӗçнӗ.
Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене декабрӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Пичет çуртӗнче (И. Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш çурт, 7-мӗш хут, акт залӗ) наградăлаççӗ. Чыслав мероприятийӗ 11.00 сехетре пуçланать.
О.Федорова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев