г. Казань
• Раштав уйăхӗн 22-мӗшӗ – Хӗллехи Анна. Юр çусан кӗçех çумăр та çăвӗ. Çак кун хӗвел аннă самантра шухăшланă ӗмӗт пурнăçланатех тет. Кашкăрсем кӗтӳпе çӳреме пуçлаççӗ, çавăнпа та вӗсенчен ку вăхăтра уйрăмах асăрханмалла.
Январӗн 7-мӗшӗнче юр мӗн чухлӗ хулăнрах ларнă çӗр çине, çавăн чухлӗ ăнăçлăрах пулать çулталăк
Кăнтăрлахипе каçхи сывлăш температури пӗр пекрехех пулсан йӗпе-сапа вăраха тăсăлать.
Пакшасем тӗсне улăштарнă-тăк – хӗл сивӗ пуласса.
Йывăçсем çинчен çулçăсем вăйлă тăкăнаççӗ-тӗк, вӗллесене утара пуçтарса лартма вăхăт.
Ку эрнере тымарçимӗçсене, çарăксăр пуçне, пурне те кăларса пӗтермелле, мӗншӗн тесен çак кунран мӗнпур ӳсентăран ӳсме чарăнать.
Сухан хуппи çӳхе пулсан хӗлле ăшă пуласса.
0