Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Кăнтăрлахипе каçхи сывлăш температури пӗр пекрехех пулсан йӗпе-сапа вăраха тăсăлать.

• Юпа уйăхӗн 23-мӗшӗ – Евлампий. Кунсем кӗскелсех пыраççӗ. Енчен те япăх çанталăкра кăнтăр-хӗвеланăçӗнчен вӗрекен çил урăх май – тӗслӗхрен, çурçӗртен – вӗрме пуçлать-тӗк, çумăрсем кӗçех чарăнаççӗ.

• Юпа уйăхӗн 24-мӗшӗ – Филипп. Çил тухăçран вӗрнӗ чух çăвакан çумăр вăраха тăсăлать, çурçӗртен – кӗçех сивӗтессе. Çанталăк сивӗтес умӗн мулкач питӗ сисӗмлӗ – çынна курсан аякранах тарать. 

• Юпа уйăхӗн 25-мӗшӗ – Андрон, Пров. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк – çитес çул пăрçа ăнса пулать. 

• Юпа уйăхӗн 26-мӗшӗ – Агафон. Кăнтăрлахипе каçхи сывлăш температури пӗр пекрехех пулсан йӗпе-сапа вăраха тăсăлать. 

• Юпа уйăхӗн 27-мӗшӗ – Параскева. Çак кун питӗ пылчăклă пулсан хӗл лариччен тăватă эрне юлнă. 

• Юпа уйăхӗн 28-мӗшӗ – Ефимий. Атмосфера пусăмӗ чакрӗ-тӗк – çиллӗ, çумăрлă çанталăка. Пӗлӗтсем пӗр çӗрелле пуçтарăнни – çумăра.

• Юпа уйăхӗн 29-мӗшӗ – Лонгин. Арчаран хӗллехи тумсене кăларма вăхăт çитнӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: приметы