Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян хӗвел аннă самантра шухăшланă ӗмӗт пурнăçланатех

• Раштав уйăхӗн 22-мӗшӗ – Хӗллехи Анна. Юр çусан кӗçех çумăр та çăвӗ. Çак кун хӗвел аннă самантра шухăшланă ӗмӗт пурнăçланатех тет. Кашкăрсем кӗтӳпе çӳреме пуçлаççӗ, çавăнпа та вӗсенчен ку вăхăтра уйрăмах асăрханмалла.

• Раштав уйăхӗн 23-мӗшӗ – Мина. Тӳпери çăлтăрсем питӗ пӗчӗккӗн курăнни – юр çăвасса. Алтăр çăлтăр пуринчен те ялтăртатарах çиçет – çил-тăмана.

• Раштав уйăхӗн 24-мӗшӗ – Никон. Ку кун юр нумай çусан çулла курăк аван çитӗнет. Хӗвел пайăркисем аялалла пăхаççӗ – çил-тăмана, çӳлелле кармашаççӗ-тӗк – сивӗтессе.

• Раштав уйăхӗн 25-мӗшӗ – Спиридон. Çак кун çанталăк мӗнле, кăрлачăн 14-мӗшӗнче те çапла пулать. Ирхине ăмăр, çумăрлă çанталăк пулсан çуркунне ир килет, ăшă пулать. 

• Раштав уйăхӗн 26-мӗшӗ – Евстрат. Çак кун мӗнле, кăрлач уйăхӗ те çапла. Кашкăрсемпе йытăсем çуртсен çывăхӗнче улани – сивӗтессе. 

• Раштав уйăхӗн 27-мӗшӗ – Филимон. Ку кун хӗвеллӗ-тӗк – нарăс уйăхӗ сивӗ те уяр пулать. Йывăçсене пас тытнă – эппин кӗçех юр çăвать. 

• Раштав уйăхӗн 28-мӗшӗ – Трифон. Пуш уйăхӗ епле пуласса кăтартать çак кун. Сивӗ пулсан, юр çусан – çитес çул тырпул ăнса пулать. Каçхи тӳпере çăлтăрсем яланхинчен вăйлăрах çутатаççӗ-тӗк – çуркунне кая юлса килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: приметы