Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Раштавра асăрханисем

Январӗн 7-мӗшӗнче юр мӗн чухлӗ хулăнрах ларнă çӗр çине, çавăн чухлӗ ăнăçлăрах пулать çулталăк


Январӗн 7-мӗшӗнче юр мӗн чухлӗ хулăнрах ларнă çӗр çине, çавăн чухлӗ ăнăçлăрах пулать çулталăк. 
Раштавра кутсăр-пуçăр çил тăман тустарать-тӗк çуркунне ир килет, йывăçем ытла ир çулçă кăлараççӗ. 
Енчен те çак кун урамра юрлă, сивӗ çанталăк тăрсан çулла шăрăх пулать. Çак вăхăтри ăшă çанталăк çуркунне сивӗ пуласса систерет. 
Раштаври шартлама сивӗ Кăшарниччен те каймасть. 
Январӗн 7-мӗшӗ çӗнӗ уйăха лекрӗ-тӗк тырпул, пахча-çимӗç тухăçне илес тесен нумай тăрăшма тивет. Ахальлӗн мӗн акни-лартни савăнтармӗ. 
2025 çулта Январӗн 7-мӗшӗнче çӗн уйăхăн 8-мӗш кунӗ. 
Роăдество хăш куна килесси те пӗлтерӗшлӗ иккен:
Тунтикун — çулла ăшă пулать кăмпа тухăçӗ ысăк пулать
Ытларикун — ак çул мăшăрланаансем телейлӗ пулаççӗ. (Кăçал раштав шăпçак куна лекет, шута илӗр).
Юнкун — сунарçăсемпе пулăçăсемшӗнçулталăк ăнать
Кӗçнерникун — качча кайман хӗрсен качча каяс шанăç пысăк;
Эрнекун — хӗл вăрăм, çулла кӗске пулать;
Шăматкун — Хӗл вӗçӗнче ăшăтса ярать, çумăрсем пулаççӗ;
Вырсарникун — пысăк тухăç паракан лайăх çулталăк, çынсене хаваслă пулăмсемпе савăнтарть. 
***
Раштавран Кăшарниччен çветкесем çӳренӗ, ку йăла халь ялăн-ялăн çеç сыхланса юлнă
Сывлăх
Çветке ачисене, тăванӗсене, тăлăхсене тарават йышăнакан кил хуçисем çулталăкӗпех сывлăхлă пулаççӗ.
Раштав кунӗ ир-ирех шыв ăсса кӗмелле. Раштав каçӗнче шыв асамлăн ырă хăватпа вăй илет. Çак шывпа çăвăнни те, выльăх-чӗрлӗхе шăварни те лайăх.
Çӗнӗ çул сывлăхлă пулассине пӗлме чăхха тырă, шы панă. Енчен те чăх тырă сăхать — пурте сывă пулаççӗ, енчен те малтан шыв ӗçет — çемьере пурте чирлеççӗ. 
Раштавра хуçа арăмӗн ал ӗç тума юрамсть — çӗлеме, тӗрлеме, тӳме лартма, çыхма — çемьерен кам-тăр хытах чирлет. 

***
Раштавра хăнана çӳремелле, çывăх çынсемпе тăвансене хăнана йышăнмалла. 
Аш-пăш, кукăль, пӳремеч тата ытти тутлă апат ран тулăх сӗтел çинче кил хуçи арăмӗ хатӗрленӗ асăну пăтти (кутья), çăкăр тата хӗрлӗ эрех пулмалла. 
Тӳпере пӗрремӗш çăлтăр çутăлсан тин алла кашăк тытмалла. Сӗтел хушшине лариччен алăксене уçмалла — килтен пӗтӗм начарри, чир-чӗр, усал-тӗсел тухса кайтăр.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: приметы