Халăх календарӗ
Ку эрнере тымарçимӗçсене, çарăксăр пуçне, пурне те кăларса пӗтермелле, мӗншӗн тесен çак кунран мӗнпур ӳсентăран ӳсме чарăнать.
• Авăнăн 25-мӗшӗ – Артамон.Çӗленсем çак кунран вăрмана тарса йăвисене кӗреççӗ.
• Авăнăн 26-мӗшӗ – Корнилий. Тымарçимӗçсене, çарăксăр пуçне, пурне те кăларса пӗтермелле, мӗншӗн тесен çак кунран мӗнпур ӳсентăран ӳсме чарăнать. Хура кураксем кăнтăралла вӗçсе кайнă пулсан, çитес вăхăтра юр çăвасса кӗтмелле. Çак вăхăтра чăхсем тӗк тăксан хӗлле ăшă пуласса.
• Авăнăн 27-мӗшӗ – Хӗресе çӗклесе кăтартни – Воздвижени. Купăста касмалла. Упа çывăрма шăтăка кӗрет.
• Авăнăн 28-мӗшӗ – Никита. Çак кунран хур пусма тытăнмалла.
• Авăнăн 29-мӗшӗ – Людмила тата Ефимия. Сурăх çăмне иртмелле, çăмне кăçатă тума хатӗрлесе хумалла. Купăста йӳçӗтме тытăнмалла.
Кун типӗ те ăшă-тăк, хӗл кая юлса килет. Уяр кун тăрсан хӗлле шартлама сивӗсем пулмаççӗ.
• Авăнăн 30-мӗшӗ – Вера, Надежда, Любовь тата вӗсен амăшӗ София.
Тăрнасем кăнтăралла вӗçсе кайнă пулсан Пукравра шăнтать. Енчен те кайман-тăк, сивӗсене октябрь вӗçӗнче кӗтмелле.
• Юпа уйăхӗн 1-мӗшӗ – Арина. Çак кун çӳç касма юрамасть. Ют çыннăн вăрттăнлăхӗсене уçмалла мар, çитӗнӳсемпе, укçапа тата илемпе те мухтанмалла мар – йăлт çухатма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев