Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Сухан хуппи çӳхе пулсан хӗлле ăшă пуласса.

• Авăнăн 18-мӗшӗ – Захарий тата Елизавета. Çак кун ӗлӗк кӗпе çума юраман, чирлессе тенӗ. Сухан хуппи çӳхе пулсан хӗлле ăшă пуласса. 

• Авăнăн 19-мӗшӗ – Михаил. Çак кунран тăм ӳкессе кӗтмелле. 

• Авăнăн 20-мӗшӗ – Лука. Ӗлӗк çак кунран суханпа суту-илӳ тума тытăннă. Тăрнасем çӳлте, васкамасăр вӗçни сивӗ те çумăрлă кӗркуннене.

• Авăнăн 21-мӗшӗ – Турă Амăш çуралнă. Çак кун çанталăк мӗнле, кӗркунне çапла пулать. Сухан хуппи мӗн чухлӗ нумайрах, хӗлле çавăн чухлӗ сивӗрех килет.

• Авăнăн 22-мӗшӗ – Иоакимпа Анна. Эрешмен карти нумай пулсан кӗркунне ăшă, хӗлле сивӗ пулать. 

• Авăнăн 23-мӗшӗ – Петрпа Павел. Ӗлӗк пилеше чысланă, вăл усал-тӗселтен сыхлать тенӗ. Çак кун татса типӗтнӗ пилеш шăнса пăсăлнине сиплет. Пилеш сахал пулсан кӗркунне типӗ, нумай-тăк йӗпе-сапана.

• Авăнăн 24-мӗшӗ – Федора. Карчăк ăшши вӗçленет. Çак кунран çӗр айӗнчи тымарçимӗç ӳсме пăрахать. Вӗлле хурчӗсем çӗнӗрен вӗçме тытăнсан кӗркунне ăшă та вăрăм пулать-ха. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: приметы