Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Йывăçсем çинчен çулçăсем вăйлă тăкăнаççӗ-тӗк, вӗллесене утара пуçтарса лартма вăхăт.

• Юпа уйăхӗн 2-мӗшӗ – Трофим тата Зосима. Йывăçсем çинчен çулçăсем вăйлă тăкăнаççӗ-тӗк, вӗллесене утара пуçтарса лартма вăхăт. Çил кăнтăртан вӗрсен – кӗрхи тырăсем ăнса пуласса.

• Юпа уйăхӗн 3-мӗшӗ – Астафий. Çак кун çиле сăнамалла: çурçӗртен вӗрсен – кӗçех сивӗтет; кăнтăртан – умра ăшă кунсем пайтах-ха; анăçран е тухăçран – çумăрлă çанталăка.  

• Юпа уйăхӗн 4-мӗшӗ – Кондрат тата Матвей. Енчен те çанталăк çак кун ăшă та хӗвеллӗ, анчах та çил çурçӗртен вӗрет – хӗлле сивӗ пулать. Ку кун çанталăк мӗнле – 4 эрне çапла пулать. 

• Юпа уйăхӗн 5-мӗшӗ – Фока тата Ион. Хурăн çулçи тăкăнса пӗтмен-тӗк – 

хӗл кая юлса ларать. Хырпа чăрăш çинче йӗкел сахал – хӗлле ăшă пулать.

• Юпа уйăхӗн 6-мӗшӗ – Ираида тата Иоанн. Кăмпа сахал, мăйăр нумай-тăк – хӗл кăра пулать. 

• Юпа уйăхӗн 7-мӗшӗ – Фекла. Аслати авăтсан хӗлле ăшă тата сахал юрлă пулать. 

• Юпа уйăхӗн 8-мӗшӗ – Сергий Радонежский. Çак кун пуçласа юр çусан Михайла кунӗнче (ноябрӗн 21-мӗшӗ) хӗл ларать.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: приметы