Халăх календарĕ
Пакшасем тӗсне улăштарнă-тăк – хӗл сивӗ пуласса.
• Юпа уйăхӗн 16-мӗшӗ – Денис. Хӗл çывхарни уççăн сисӗнет. Çулçăсем васкаса тăкăнаççӗ, пӗрремӗш юрсем çăваççӗ, шăнтать.
• Юпа уйăхӗн 17-мӗшӗ – Ерофей. Пакшасем тӗсне улăштарнă-тăк – хӗл сивӗ пуласса. Телеграф пралукӗсем яланхинчен хытăрах кӗрлеççӗ – çанталăк пăсăласса.
• Юпа уйăхӗн 18-мӗшӗ – Харитина. Çумăрсăр çанталăкра кăвайт тӗтӗмӗ çӗр çийӗн сарăлать-тӗк – çумăра. Уяр çанталăкра чарлансем ушкăн-ушкăн хытă шавласа вӗçеççӗ пулсан та кӗçех çумăр çăвасса пӗлтерет.
• Юпа уйăхӗн 19-мӗшӗ – Денис, Фома. Пӗрремӗш юр хӗл лариччен 40 кун маларах çăвать теççӗ.
• Юпа уйăхӗн 20-мӗшӗ – Сергий. «Сергий кунӗнчен пуçланать, Матрена кунӗнчен хӗл ларать», – теççӗ. Кăнтăрла çунă юр час ирӗлет, çӗрле çуни нумайччен выртать.
• Юпа уйăхӗн 21-мӗшӗ – Пелагея тата Трифон. «Трифон кӗрӗк саплать, Пăлаки алсиш çыхать», – теççӗ халăхра, хӗл çывхарнăран ăшă тум хатӗрлеме вăхăт çитнине шута илсе.
• Юпа уйăхӗн 22-мӗшӗ – Яков. Сивӗсем çирӗпленсех пыраççӗ. Тилӗ нумай вӗрет-тӗк, çанталăк улшăнасса. Каюра сивӗ çанталăкрах шăтăкӗнчен тăпра кăларса пăрахать пулсан – ăшăтасса.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев