Митрополит Феофанăн çуралнă кунӗ Çӗпрелӗнче иртрӗ
Тутарстан тата Хусан митрополичӗ май уйăхӗн 21-22-мӗшӗсенче Çӗпрел районӗнче ӗçлӗ визитпа пулчӗ.
Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Феофан май уйăхӗн 21-22-мӗшӗсенче Çӗпрел районӗнче ӗçлӗ визитпа пулнине хыпарлать район хаçачӗ. Митрополита район чиккинче муниципаллă район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Марат Гафаров, район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Сарафанов тата Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Сергий Радонежский ячӗллӗ храмăн настоятелӗ Павел Пурлов иерей кӗтсе илчӗç.
Владыкăн çулçӳревӗ хальхинче хăйӗн çуралнă кунӗпе те тӳр килчӗ. Паллах, çак паллă куна район ертӳçисем те, халăх та манман. 71 çул тултарнă ятпа чи малтан Ӗçтăвком ертӳçи Марат Гафаров саламласа çирӗп сывлăх, православи çыннисемшӗн малашне те тăрăшма, республикăра наципе тӗн хутшăнăвӗсене аталантарма иксӗлми чун хавалӗ сунчӗ.
Яланхи пекех митрополит хальхинче те районти темиçе чиркӗве çитсе килчӗ. Пӗрремӗш кунхине Анат Чакă чиркӗвӗнче литурги ирттерчӗ. Кунти вырсарни шкулӗн ачисем ăна çуралнă кунпа саламласа чечексем парнелерӗç. Литурги хыççăн владыко халăхпа калаçрӗ. Храм пачăшкине, Олег аттене, тӗн ӗçне кунта нумай çул илсе пынăшăн тав турӗ.
Тепӗр кун вара Алешкин Саплăкри çӗнӗ чиркӗве светить турӗ. (Г. Фаизова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев