Петр Андреевич ИСАЕВА 80 çул тултарнă ятпа!
Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан юратнă аттене, асаттене, кукаçее Петр Андреевич ИСАЕВА мартăн 3-мӗшӗнче 80 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
Нумай-нумай çул хушши пурăнма çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, тату пурнăç сунатпăр. Кил вучахӗ нихăçан та ан сӳнтӗр. Эпир – тăванусем, ачусемпе мăнукусем – ăçта пулсан та тăван киле сана савăнтарма яланах васкатпăр.
Тавах сана, аттемӗр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ывăлӗсемпе хӗрӗсем, кинӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем, тăванӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев