Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Петр Валентинович ПЛОТНИКОВ 60 çулта!

Юратнă мăшăра, аттене, çывăх тăвана, Чистай районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине, Анат Кăтратари тӗп шкулăн директорне Петр Валентинович ПЛОТНИКОВА августăн 12-мӗшӗнче 60 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!

Пурнăç илемне туйса пурăнма çирӗп сывлăх, тулли телейпе иксӗлми вăй-хал, пархатарлă та вăрăм кун-çул, юрату сунатпăр. Чун-чӗрӳпе яланах хальхи пек çамрăк пул. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр. Куçусем пӗрмаях телейпе çуталччăр, ӗмӗтӳсем пурнăçа кӗрсех пыччăр. Пархатарлă ӗçӳнте малашне те пысăк çитӗнӳсем тумалла пултăр. Ырă кăмăлушăн, пире яланах ăнланса пулăшма тăрăшнăшăн чӗререн тав тăватпăр сана!

Çуралнă кун сан, юбилей – 

Чунтан сунар эппин телей.

Телей вăл – сывлăх, ăнăçу, 

Сан пултăр пурнăç пыл та çу.

Юратнă çыннăмăр эс пирӗн, 

Санран хакли çук çӗр çинче. 

Турри нумай çул патăр сывлăх,

Санпа чăнах кун-çул хитре.

Мăшăрӗ, виçӗ хӗрӗ, 

тăванӗсемпе çывăх çыннисем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев