Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Сувар» 30 çулхи юбилейне паллă тăвать

1993 çул Тутарстан чăвашӗсемшӗн историлле пулăмпа паллă. Халăх ыйтнипе Хусанта чăваш сасси çӗнӗрен янрама пуçлать. ТР пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиевăн указӗпе çав çул ТР Министрсен Кабинечӗ «Сувар» республика обществăпа политика хаçатне уçма йышăнать. Çапла майпа, ХХ ӗмӗрте Хусанта чăваш чӗлхипе тухнă виççӗмӗш (1906 — 1907 çулсенче «Хыпар», 1936 — 1963 çулсенче «Хӗрлӗ ялав») хаçат вăл.

Куратпăр ӗнтӗ, чăваш журналистикин сăпки шутланакан Хусанта чăваш сăмахӗ янрама чарăнман, журналистики сӳнмен. «Сувар» хаçат акă ӗнтӗ 30 çул, 2007 çултанпа республикăн пичетпе массăлла коммуникацисен «Татмедиа» агентствин йышӗнче тухса тăрать. Тӗрлӗ вăхăтра унăн редакторӗсем В. И. Данилов, Н. М. Сорокин, А. К. Иванов, К. А. Малышев пулнă. 
2019 çултан пуçласа паянхи кунччен çак йывăр тиеве И. Ф. Трифонова туртать. Хаçат коллективӗн йышӗ пысăках мар пулсан та республикăн обществăпа политикипе, социаллă пурнăçӗпе пӗрлех чăваш чӗлхипе культурин аталанăвне туллин çутатать. Çамрăк ăрăва тăван чӗлхене юратма вӗрентет.

Паян «Сувар» хаçат хăйӗн 30 çулхи юбилейне чаплăн паллă тăвать. Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртекен мероприятие республика ертӳçисем, тӗрлӗ районсенчен, Мускавпа Санкт-Петербургран, Чăваш Енрен, Пушкăртстанран, Ульяновскпа Самар облаçӗсенчен ентешсем килсе çитрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана