Владимир Путин ветерансемпе тăлăх арăмсене пӗр хутчен 80 пин тенкӗ пама йышăну тунă
Паллă ӗнтӗ çакна çӗршыв пуçлăхӗ кăçал Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне палăртнипе йышăннă. Пӗр хутчен парăнакан укçан пулăшăва ытти категорисене кӗрекенсем те илме тивӗç. Камсем-ха вӗсем?
Раççей Президенчӗ Владимир Путин Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене тата вилнисен тăлăх арăмӗсене пӗр хутчен 80 пин тенкӗ парасси пирки хушăва алă пусса çирӗплетнӗ. Кун çинчен çӗршыв пуçлăхӗ «Победа» йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ, хыпарлать Мускав Кремлӗн пресс-служби.
«Паян фронтовиксемпе вилнӗ фронтовиксен тăлăх арăмӗсене тата концлагерьсенче пулнă çул çитменнисене пӗр хутчен 80-шар пин тенкӗ парасси пирки хушăва алă пусрăм», – пӗлтернӗ Владимир Путин.
Тыл ӗçченӗсем, Ленинград блокадине тӳснисем, концлагерьсенче çитӗннӗ вăхăтра пулнисем, ПВО объекчӗсенче, тинӗспе авиабазăсенче ӗçленисем, хӳтӗлев сооруженийӗсем тунисем 55-шер пин тенкӗ илӗç.
«Пирӗн тивӗç – çӗршыва хӳтӗленисен, ăна хăтарнисен пурнăçӗ ытлă-çитлӗ те лайăх пултăр тесен май пур таран йăлт тăвасси», – тенӗ Президент.
Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев