Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Ку эрнери тӗп кӑмӑл-туйӑм, чӗнсе калани те теме пулать ăна: пӗр-пӗрин хушшинчи килӗшӳлӗхрен хутшăнусене тарӑнлатасси патне, дипломатирен шалтан тухакан чăнлăх патне.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Эсир хавхалануллă, хӗрӳленсе ӗçе пикенме хатӗр. Шухăшăрсемпе васкасан та халиччен асăрхаман вак-тӗвеке курма ӗлкӗретӗр, нумайранпа пыракан проектсене те çăмăллăнах вӗçлетӗр. Çынсемпе калаçнă чух çемçерех пулăр – сирӗн хӗрӳлӗхе хăшӗсем кăралăх тесе ăнланаççӗ. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Кил-çуртра юсав пуçлама, гардероба çӗнетме лайăх вăхăт халь. Сӗтел-пукан улăштарнине те çăлтăрсем хапăлласа йышăнаççӗ. Укçа-тенкӗпе тимлӗх кирлӗ: сасартăк илӗртӳллӗ сӗнӳсем парсан йышăнма ан васкăр, ултавçăсен серепине ан лекӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Ку эрнере тӗлпулусем те нумай пулаççӗ, телефонпа, сетьсенче, почтăпа та çынсемпе хутшăнма тивет. Эрне вӗçнелле сӑмахӑрсем сулмаклăрах пулнине асӑрхама пуçлатӑр: ӑнсӑртран калани те пысăк витӗм кӳрет, çыннăн, ушкăнăн планӗсене улăштарать. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Ăрупа çыхӑну вӑйланнине туятӑр: интерь­ерти пӗчӗк вак-тӗвек те сирӗнте çутӑ асаилӳсем, çӗнӗ шухӑшсем çуратать. Çывăх çыннăрсене эсир тимлӗх уйăрнине тӗрӗс хаклаймӗç, халсăр, нишлӗ çын вырăнне хурать тесе кӳренӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Ку эрнере хăвăрта асамлă хăват туятăр, чи хӑюллӑ ӗмӗтсене пурнӑçласса шанатăр. Эсир ӗçтешӗрсене хавхалантарма пӗлнине кура сире проект ертсе пыма шанаççӗ, халиччен сире çеç кӗтнӗ тейӗн.

ХӖР 23.VIII – 22.IX

Кашни вак-тӗвеке шута илсе тăрăшса ӗçлемелли вӑхӑт. Ӗçре эсир финанссене тимлени проекта путланасран хӑтарать, ыттисем асӑрхамасӑр хӑварнӑ йӑнӑша асӑрхатӑр. Харпӑр пурнӑçра хăвăр  çинчен манса ыттисемшӗн çеç тӑрӑшнишӗн ӳкӗнмелле пулӗ. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ку эрнере сăмахăрсене, хăвăра еплерех тыткаланине кура е хирӗçӳ сиксе тухать, е килӗшӳ пулать. Тавлашуллă самантсенче компромисс тупма тăрăшмалла. Ӗçлӗ тӗлпулусенче эсир ыйтăва пур енлӗн курса хаклама пӗлни çитӗнӳ кӳрӗ, ӗçтешӗрсемпе пӗр чӗлхе тупма пулăшӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Кӗтмен çӗртен ӗлӗкхи килӗшӳсене тепӗр хут пӑхса тухас килсен ан тӗлӗнӗр – интуици «шыв тӗпӗнчи чулсене» туять. Юратнă çыннăр умӗнче хевтесӗрлӗхе кӑтартма ан хӑрӑр: шӑпах çакӑн пек самантсенче çыхӑнусем çирӗпленеççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Эрне малалла талпӑнма хавал кӳрӗ: çулçӳреве планлас, вӗренме пуçлас е кивӗ проектсене çӗнӗ пурнӑç кӗртес килӗ. Харкам пурнӑçра эсир тӳррӗн, уççăн каланине сисчӗвленсе йышăнӗç. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Вӑраха тӑсӑлакан плансен никӗсне çирӗплетмелли кунсем пыраççӗ. Ку эрнере эсир çине тăнипе уйӑхӗ-уйӑхӗпе тăсăлнă проект аранах вӗçленет. Эсир малашлăха курма пӗлни чи-чи айваннăн курăнакан идейăсенчен те творчествăра шедевр тума май парать.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Ӗç коллективӗпе çыхӑну çирӗпленни­не туятӑр, çӗнӗ идейăна сӳтсе явнă çӗрте сирӗн шухăшăра тӗпе хурӗç, ӗçтешсене тавлашура çураçтараканӗ пулма ыйтӗç. Эсир ­ыйтăва хăвăр евӗрлӗ татса пама пултарни тупăш кӳ­рӗ, сӗнӗвӗрсене каланă чух хăюллăрах пулăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Пултарулӑх юхӑмӗ вӑйланнине çивӗч туятăр: творчествăпа аппаланасси çинчен шутламаннисен те ӳкерес, çырас е музыкӑпа аппаланас туйăм вăранӗ. Хӗрхенме пӗлни, çын нушине туйса пулăшма тăрăшни сире çитӗнӳ тума май парать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп