04.06-10.06. Йӗкӗрешсем, инçе çула ан тухăр – килте кирлӗ эсир
Арăслансен ӗмӗчӗ пурнăçланать, Такасем хăш-пӗр вăрттăнлăха пӗлеççӗ. Йӗкӗрешсен вара инçе çула тухмалла мар – килте кирлӗ пулаççӗ.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере обществăлла ӗçри хăш-пӗр çыхăнусем яланлăхах татăлаççӗ. Кампа-тăр уйрăлатăр. Теприсен юхăннă çурт-йӗрне пикенсе юсама тивӗ. Ӗç укçи сахалланӗ е преми памӗç. Ку чухне отпуска кайни аванрах. Вӗренекенсем пуçланă проекчӗсене ăнăçлă вӗçлӗç. Юнкунран пуçласа пурнăç йӗркене кӗрӗ. Хăш-пӗр вăрттăнлăхсене пӗлме пуçлатăр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Харпăр пултарулăха пула тупăш ӳснине кура пурлăх лару-тăрăвӗ те çирӗпленӗ. Тинтерех пуçланă ӗçе хăвăрт вӗçлетӗр. Тахçан ӗмӗтленнӗ япалана туяннипе телей мӗн иккенне туллин туятăр. Творчествăлла проектсене укçа хывакансем тупăнӗç. Ачасемпе тата çемьепе çыхăннă тăкаксем ӳсеççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере: «Мӗн пултаратăп, мӗн кирлӗ мана, ман пӗлтерӗш», – текен ыйтусем канăçсăрлантарӗç. Тинех çын çине тухатăр, авторитетăр ӳсӗ. Карьерăпа, харпăр пурнăçпа çыхăннă тӗллевсем улшăнаççӗ. Тăрăшнă таран ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ. Эрне вӗçӗнче пысăк ӗç укçи илетӗр. Шăматкун çула ан тухăр. Канмаллисенче çемьене кирлӗ пулатăр.
Рак 22.VI – 22.VII
Çак тапхăрта обществăри вырăна çирӗплетессишӗн тăрăшатăр. Мӗншӗн ӗçлени кунсерен ытларах килӗшсе пырӗ. Ют çӗршывра пурăнакансен ӗçсене вӗçлеме шанăç пулать. Хăшӗсем канма е сипленме каяс тейӗç. Хăвăр ăçта – кил çавăнта пулӗ. Хăш-пӗри тарăн пӗлӳпе мухтанма пултарӗ, кирлӗ ӗçсене вӗçлетӗр.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Юратупа, ачасемпе, творчествăпа çыхăннă ӗçсенче улшăнусем пулӗç. Ӗмӗтсене пурнăçлас тесе обществăлла ӗçсенче нумай тăрăшнин уссине куратăр. Хăшӗсем иртни патне таврăнӗç, хăш-пӗр çыхăнусем ытлашши пулнипе татăлаççӗ. Ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ, награда илес шанчăк пур.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ӗçре те, килте те тăрăшнин усси пулӗ. Стрессем тахçанхи чирсемпе çыхăннă. Эрне варринче ӗмӗтсемпе савăнăçсем хушшинче пулатăр. Тӗллеве пурнăçласси патне тепӗр утăм тăватăр, харпăр позицие çирӗплететӗр. Кӗçнерникун хăш-пӗр ӗçлӗ çыхăнусем вӗçленеççӗ. Хăнасем персе çитӗç, хăшӗсене вырсарникун та ӗçлеме тивӗ.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Çак тапхăрта хăвăр пултарулăха кăтартма майсем пулӗç, эсир лайăх формăра, вӗренекенсем вӗрентӳ проекчӗсене вӗçлӗç. Уявсем вӗçленсе пыраççӗ, юратнă çынсем те куç тӗлӗнчен çухалӗç. Хăшӗ уйрăлма шутлӗ – ӗлӗкхи савнине тӗл пулнипе. Инкек курас темесен çула ан тухăр. Чапшăн çунманнисем лайăх тупăш илӗç. Хутпа çыхăннă ӗçсем ăнăçлă вӗçленеççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрне пуçламăшӗнче тупăш илме пултаратăр – биржăри спекуляцисене е бизнесри ăнăçăва пула. Юлташла çыхăнусем экстремаллă пулса пыраççӗ. Кӗçнерникун яваплăхпа пӗрле авторитет та ӳсӗ. Эрнекун инçе çула тухма пултаратăр. Укçапа çыхăннă проектсем вӗçленеççӗ, хăш-пӗри кредит хупӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере ӗçлӗ е харпăр çыхăнусем мӗн патне илсе çитернине куратăр. Çыхăнусен сфери чăхăмлать, хăш-пӗр юлташсене çухататăр. Кунта шăпа кăна айăплă. Çапах вырăн нумая пушă тăмӗ, ăна йышăнас текенсем пур. Юратнă çын ăсӗпе те, пултарулăхӗпе те тӗлӗнтерӗ. Çемьепе çыхăннă улшăнусем те вӗçленеççӗ. Хăш-пӗри туй туса пӗрлешме шухăшлӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Тӗрлӗ тӳлевсемпе çыхăннă вăрттăнлăхсене пӗлме пуçлатăр. Енчӗкӗр пысăк хăвăртлăхпа пушанса пырӗ. Илӗртни, юратни кулленхи кун ӗçӗ пулса тăрӗ. Сывлăх малти вырăна тухӗ. Эрне вӗçне килпе çыхăннă вак-тӗвек ӗçсене вӗçлетӗр. Çӗнӗ тивӗçсем нумая пымӗç.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере ыттисен шучӗпе туллин савăнас килӗ. «Ӗç кашкăр мар» тесе нумайăшӗ ăна хăвăртрах вӗçлеме тăрăшӗ. Хăвăра улăштарма шутлани вăй-хал кӳрет, ытлашши килограмсенчен хăвăрт хăтăлма пултаратăр. Телей кӗтни нумайлăха тытăнса тăрӗ. Эрне пуçламăшӗнче тăрăшнин тухăçне эрнекунах куратăр.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере ӗç пӗтӗмлетӗвӗсене тăватăр. Ытларикун кама-тăр çилленнине пӗтӗм вăйран пытарма тăрăшатăр. Банк картти çинчи шут чакма пуçлӗ. Çак вăхăтра çула тухмалла мар. Хăшӗ харпăр ӗç пуçарса ярӗ е урăх çӗре пурăнма куçӗ. Теприсем инçете канма тухса кайӗç. Эрне вӗçӗнче çывăх çун çумра пулни телей кӳрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев