Анатолий Хмытăн çӗнӗ кӗнекине Шупашкарта хăтланă
Пӗрре мар хаяр çапăçусене хутшăнма тивнӗ унăн. Писателӗн хайлавӗсенчи сăнарсем – авторпа юнашар моджахедсемпе çапăçнă юлташӗсем
Нарăс уйăхӗн 18-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Анатолий Хмытăн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Пултарулăх каçне поэтсемпе прозаиксем, ăсчахсемпе критиксем, преподавательсемпе журналистсем, Анатолий Дмитриевичăн ентешӗсемпе çывăх тăванӗсем тата юлташӗсем пуçтарăнчӗç. Кăларăм çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курчӗ. Унта пурнăçра пулса иртнӗ ӗç-пуçа сăнласа панă повеçсемпе калавсем кӗнӗ.
1979-1989 çулсенче Афганистанра пынă вăрçă çӗршыв пурнăçӗнче тарăн йӗр хăварчӗ. Анатолий Хмыт çыравçăн пултарулăхне те пысăк витӗм кӳнӗ вăл. Анатолий Дмитриевич çар хӗсметне 1982-1984 çулсенче Афганистанра ирттернӗ. Пӗрре мар хаяр çапăçусене хутшăнма тивнӗ унăн. Писателӗн хайлавӗсенчи сăнарсем – авторпа юнашар моджахедсемпе çапăçнă юлташӗсем. Ӳнер кăна шкулта вӗреннӗ-ха вӗсем, акă интернационалист салтак тивӗçне пурнăçлаççӗ, йывăрлăхсене парăнтарма, темле кăткăс лару-тăруран та çăлăнса тухма, туслăха хаклама вӗренеççӗ.
Мероприяти Афган вăрçин хроникипе уçăлчӗ. Анатолий Дмитриевич пухăннисене пултарулăх çул-йӗрӗ еплерех аталанса пыни, кӗнекене епле хатӗрлени çинчен каласа пачӗ тата хайлавсенчи сăнарсен прототипӗсемпе паллаштарчӗ. Кăларăм редакторӗ Владимир Степанов çыравçăн «çӗнӗ тӗпренчӗкне» çапларах хак пачӗ:
– «Тӗлленмен тӗлӗк» – Афганистан вăрçине хутшăннă яшсен çамрăклăхӗн çар гимнӗ. Çамрăксем мӗнле ӗмӗтсемпе ӳсни, мӗнле шухăшсемпе салтака кайни яр уççăн курăнса тăраççӗ кунта. Кӗнекене вăрçăпа çыхăнман хайлавсем те кӗнӗ. Вӗсенче çынлăх, чунлăх ыйтăвӗсем тӗпре. Сăмахран, «Ана варринчи тӗмеске» калавра арçын ачасем тантăшне вăрманта аташтарса хăварни, çакă инкек патне илсе çитерни чӗрене хускатать. Автор чунне парса çырни куçкӗрет.
Николай Осипов филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн чăваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ те çыравçăн пултарулăхне пысăка хурса хакларӗ.
– Анатолий Хмыт хăйӗн произведенийӗсенче Афганистанри лару-тăрăва чӗррӗн сăнласа парать. Писатель геройӗсем – вăрçă çулăмӗ витӗр тухнă е çапăçура пуç хунă салтаксем. Хайлавсенче интернационалист-салтаксен паттăрлăхӗ, ăраскалӗ, юратăвӗ... Чылайăшӗ çӗр çинчи пурнăç тӗллевӗпе хакне, Тăван çӗршыв ăшшине, савнă çыннисен юратăвӗпе хисепне шăпах çапăçусенче сиксе тухакан хăрушă самантсенче ăнланса илет. Вăрçăра малашлăх çул-йӗрӗ палăрать, çирӗп шухăш-кăмăл туптанать. Ку кӗнеке паянхи çамрăксемшӗн уйрăмах усăллă пулмалла. Чуна пырса тивмелли, шухăша ямалли нумай кунта, – палăртрӗ Николай Николаевич.
Уява пухăннисенчен кашниех Анатолий Дмитриевича «Тӗлленмен тӗлӗк» кун çути курнă ятпа саламларӗ, ăшă сăмах каларӗ, пултарулăхра çӗнӗ çитӗнӳсем тума, вулакансен кăмăлне каякан хайлавсем татах та çырма сунчӗ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев