Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Эсир ют планета çынни мар-и?»

Пӗтӗмӗшле илсен, ыйтусем тăрăх çӗршыври халăха укçа çитменни сисӗнет.

Ӗнер Владимир Путин телевизорпа «Тӳрӗ лини» ирттерчӗ. 16-мӗш хут, 4 сехет. Мӗн çинчен кăна калаçмарӗ çӗршыв пуçлăхӗ. Çав самантра Раççейри пӗтӗм чиновниксем чӗввӗн тăнă тесен те йăнăшмăпăр. Мӗншӗн тесен Президент патне миллион çурă ыйту килнӗ. Ытларах чухне ку пулăшма ыйтса тархасланисем. Хăш регионра проблема çук халӗ?

Тутарстан пек ăнăçлă республикăра та ыйтусем нумай пухăннă пулмалла. Пӗр-иккӗшне телевизорпа кăтартрӗç. Çапах, тӗрӗслӗхшӗн каламалла, пӗлтӗр Путин патне «Тӳрӗ линие» 2 миллион ытла ыйту килнӗ пулнă. Кăçал сахалтарах.
Рустам Минниханов сăмахӗсемпе, Тутарстанра пурăнакансенчен иккӗ-виççӗмӗш пайӗ Владимир Путинăн Президентăн ӗçне ырлаççӗ. 66 проценчӗ республикăри лару-тăрупа кăмăллă, 36 проценчӗ стабильность тесе шутлать, 42 проценчӗ Тутарстанра лайăх улшăнусем пулса иртнине палăртнă. 
Çакăн çинчен вăл ӗнер влаç партийӗн Патшалăх Канашне суйланма хатӗрленекен кандидачӗсене каланă. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Тутарстан парламенте суйлатпăр. «Суйлавсем çăмăл пулмаççӗ. Республика мӗн чухлӗ вăйлăрах аталанать, граждансем влаçран кӗтни çавăн чухлӗ ытларах ӳссе пырать». Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, единороссем йывăрлăхсенчен пытанса лармаççӗ, пысăк задачăсене влаç партийӗ кăна пурнăçа кӗртеет. 
Çав вăхăтра наци лидерӗ мӗнле кăна ыйтусем çине хуравламарӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем тăрăх халăха укçа çитменни палăрчӗ, коррупционресене вара миллиардлă суммăсемпе ярса тытаççӗ.  Пирӗнпе малашне мӗн пуласси нумайăшне хумхантарать. 
«Эсир инопланитянин мар-и?» текен ыйтăва эфира кăларакансем нумай шутланă-ши ӗнер, пӗлместӗп. Хăшӗ-пӗрисене чăнах та Путин ют планета çинче пурăннă пек туйăнать пуль çав. 
 kremlin.ru сайтран илнӗ сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: прямая линия