Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Европӑна каяс вырӑнне туристсем Хусана суйласа илеҫҫӗ

Тутарстанра иккӗ е виҫҫӗ пулса курнӑ ҫынсем кунта тваттӑмӗш, пиллӗкмӗш хут килме кӑмӑл туччӗр

 

Тутарстана килекен туристсенчен ытларахӑшӗ республикӑна тепӗр хут канма килеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Андрей Кузьмина ТР Туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов каласа панӑ.
"Эпир туристсем кунта пулнӑ хыҫҫӑн мӗн ҫырнине тӗрӗслетпӗр, нумайӑшӗ пирӗн ҫынсен тараватлӑхне, тасалӑха тата лайӑх инфраструктурӑна палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫынсем кунта тепӗр хут таврӑнма хатӗр, мӗншӗн тесен пӗрре килсе веҫех курса ҫаврӑнма пулмасть. Туристсен 60 процентне яхӑн – Тутарстана ҫӗнӗрен килекенсем", – тенӗ Иванов.
Малашне туризм сферинче ӗҫлекенсем ҫак цифрӑна "Аслӑ Атӑл ҫулӗ" проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ӳстерме палӑртаҫҫӗ.
"Тутарстанра иккӗ е виҫҫӗ пулса курнӑ ҫынсем кунта тваттӑмӗш, пиллӗкмӗш хут килме пултарччӗр, кӳршӗ республикӑсене курса ҫӳреччӗр. Ҫапла майпа эпир пирӗн республикӑна таврӑнакан туристлӑ пулса тӑратпӑр", – тенӗ спикер.
Паян Тутарстан туризмра Европа ҫӗршывӗсемпе тупӑшать. Мускавсемпе Питӗрте пурӑнакансем Тутарстана каяссине Европа ҫӗршывӗсем вырӑнне альтернатива пек суйласа илеҫҫӗ.
"Хальхи вӑхӑтра эпир Хусанта нихӑҫан та пулман, ытларах чухне Европӑна е ытти ют ҫӗршывсене ҫӳренӗ ҫынсене кунта куратпӑр", – пӗлтернӗ шухӑшне Иванов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев