Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнисӗр малашлăх çук: «Чӗмсӗр чикӗсене тăвакансене» мемориал уçăлчӗ

Тыл ӗçченӗсем  Сăр чиккине, Хусан çаврăмне чавни çинчен «Сувар» пӗрре мар çырнă, çак тертлӗ ӗçе хутшăннисен умӗнче пуç тайса пысăк проект пуçланă Чăваш Республикин çитӗнӗвӗсем çинчен те çырнă. Хамăрăн республикăри тӗпчев ӗçӗсемпе те вулаканăмăра тăтăш паллаштарса тăтăмăр.

Иртнӗ эрнекун, июлӗн 1-мӗшӗнче, М7 магистральтен Куславкка районӗнчи Аслă Куснар ялне пăрăнса кӗнӗ çӗрте палăк уçăлчӗ,  унăн авторӗсем К.Фоминпа А.Коробцов. «Чӗмсӗр чикӗсене тăвакансене» мемориал Раççейӗпе илсен те тыл ӗçченӗсене, Атăлçи хӳтӗлевне чавакансене халалланă пӗрремӗш пысăк палăк пулса тăрать. Мемориал хăйне евӗрлӗхӗпе тыткăнлать. Вăл илемлӗ, сăнарӗ нумай енлӗ, вăл ытарлă, вăл Аслă Çӗнтерӗве тӳпе кӗртнисене тав туни. 

Сăрт çинче 38 юпа çума-çумăн тăратса тухнă. Çӳлтен пăхсан кукăр-макăр çула аса илтерет вăл. Кашни юпи 10 километра пӗлтерет (380 километр çӗр чавнă-çке аслă ăрури тăванăмăрсем). Палăк умӗнче айлăмра Сӳнми Çулăм çунать. Ун хыçӗнче речӗпе 26 гранит обелиск вырнаçтарнă, Чăваш Республикинчи районсен ячӗсене çырнă вӗсенче. Кăшт катарах йывăçсем лартнă, икӗ-виçӗ çултанах кунта илемлӗ аллея ешерӗ.

Июлӗн 1-мӗшӗнче уçăлнă мемориал комплексне хăйне кăна илсе кăтартни тӗрӗс пулмӗччӗ, мӗншӗн тесен çак тематикăпах июнь пуçламăшӗнче Мускавра Патшалăх Думин тата Федераци Канашӗн площадкисенче «Çӗнтерӳ чиккисем» тематикăллă куравсем йӗркеленӗ. Июлӗн 1-2-мӗшӗсенче Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче  44 Ӗç Мухтавӗн хулин Пӗтӗм Раççейри  II форумне çак ятпах ирттернӗ. 

Мемориал уçас мешехе Сӳнми Çулăма çутнинчен пуçланчӗ. Июнӗн 29-мӗшӗнче Мускавра чаплă лару-тăрура Паллă мар Салтакăн вилтăприйӗ патӗнчи Сӳнми Çулăма автомобильсемпе Аслă Куснара кӳрсе килнӗ. Çул çинче Ӗç Мухтавӗн хулисенче – Чулхулара, Дзержинскра, Шупашкарта – чарăнса Сӳнми Çулăм çутнă. Мемориал патӗнче Сӳнми Çулăма Федерацин Атăлçи округӗн А.В.Кочетов ячӗллӗ Чăваш кадет корпусӗн курсанчӗсем çутрӗç. Çакăн хыççăн пӗр минут шăп пулчӗ сăрт. Вăхăт вырăнта тăманнине метроном çеç сивлеккӗн шаккаса пӗлтерчӗ.

Шăплăх минучӗ вӗçленсен Сӳнми Çулăм патне ЧР Пуçлăхӗ, хисеплӗ хăнасем чечек çыххисем хучӗç, христиан, мăсăльман тӗн ӗçченӗсем, Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисем, Аслă вăрçă ветеранӗсем чечек хучӗç.

Мемориал уçăлнине РФ Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров пухăннисене РФ Президенчӗ В.В.Путин ятӗнчен саламларӗ. РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн председателӗн Валентина Матвиенкăн саламне çумӗ Николай Журавлев вуласа пачӗ. РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗпе ӗçлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков хӗрӳллӗн саламларӗ ентешсене. 

ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев ку вырăнта музей комплексне уçма тӗллев лартнине, туристсем çӳрекен вырăн йӗркелеме шутлани  çинчен каларӗ. Патриотизмла воспитани ӗçне туса пыма пулăшакан вырăн пулмалла тесе шутлать республика ертӳçи. Вăл çак проекта пурнăçа кӗртме пулăшнисене тав турӗ. Аслă ăрури çынсемпе, халӗ пурăнакансемпе мăнаçланни çинчен каларӗ Олег Алексеевич. «Ыран та Раççее çапла çирӗп, вăйлă патшалăх пулассине шанма май парать çак туйăм», – тесе вӗçлерӗ салам сăмахне Олег Николаев.

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов: «Тутарстан тата Чăваш Республики çак чикке питӗ кӗске вăхăтра тунă, çанталăк условийӗсене пăхмасăр ӗçленӗ. Чăннипе паттăрлăх кăтартнă. Питӗ тӗрӗс вӗсене асра тытни, сума суни. Çакна пуçараканӗ эсир пултăр, пысăк ӗç турăр. Пӗрлехи мероприятисене Чăваш Енре те, Тутарстанра та ирттертӗмӗр. Çакăн пек хитре пысăк мемориал комплексне чикӗ алтакансем чăнах та тивӗç. Тавах сире мемориала уçма йыхравланăшăн, çак проекта пурнăçа кӗртме кӳлӗннӗшӗн тав», – вӗçлерӗ республика ертӳçи сăмахне.

Раççей Çарпа истори обществин председателӗн çумӗ Николай Овсиенко РФ Президенчӗн пулăшаканӗн, Çарпа истори обществин председателӗн Владимир Мединскин саламне вуласа пачӗ. 

Çакăн хыççăн концерт пуçланчӗ. 150 артист хутшăннă унта. Вăрçă вăхăтӗнчи кӗвӗсем сăрт çийӗн янрарӗç, шурă тум тăхăннă артистсем сцена мелӗсемпе 80 çул каялла пулнине сăнарларӗç. Питӗ вичкӗн, чуна пырса тивмелле ӳкерчӗксем ума кăларса тăратрӗç. Чăваш Республики вырăс патшалăхне кӗнӗренпе 450 çул çитнине халалласа çырнă Федор Васильевăн оди çак кун тата сулмаклăн илтӗнчӗ. Тăван çӗршыв – Анне сăнарне калăплакан ЧР Халăх артистки Маргарита Финогентова «Манифест против фашизма» вулани чуна тиврӗ, питӗ чӗрене пымалла çивӗч тата паянхи кунпа пӗр саслăн илтӗнеççӗ унти сăмахсем. Тӗрӗс сăмахсем.

Чаплă мешехене ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова хутшăнчӗç. ТР ЧНКА пайташӗ Вера Юнусова, Хусанти чăваш вырсарни шкулӗн ертӳçи Сильвия Чаркина тата Хусан чăвашӗсен хастарӗ Сергей Чаркин  пулчӗç мемориала уçнă çӗрте, вилӗмсӗр паттăрлăха сума суса Сӳнми Çулăм умне чечек карçинкки лартрӗç.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев