Ку Уяв Фатих Сибагатуллинсăр иртӗ
Арск районӗнче çуралса ӳснӗскер, Нурлат районне ертсе пыма тытăнсан вăл чăваш халăхӗпе тачăрах çыхăнса ӗçлеме пуçларӗ. Унăн çумӗсем те чăвашсемччӗ. Кама леш енче районтан-района çулсерен куçса çӳрекен «Уява» вăл Нурлатра тӗплентерчӗ. Çулран çул унăн хăвачӗ сарăлса пычӗ.
Çапах Сибагатуллинăн тӗп тивӗçӗ – вăл Уява Раççей шайне çӗклеме пултарни. Патшалăх Думин депутачӗсем, Турци ăсчахӗсем таранччен килетчӗç Тутарстанри чăвашсен праçникне. Фатих Саубанович пӗр Уявра парнеленӗ шупăрне тăхăнса килетчӗ лапама. Вăл хăйӗн чăваш тымарӗсене пытармастчӗ. Шел пулин те Патшалăх Думин депутачӗ пулнă çын кăçал июнӗн 24-мӗшӗнче вилсе выртрӗ. Хурланатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев