Ҫӳль кӗлеллӗ башмачки
-Атту вуникӗ ҫул лӑпӑр-лапӑрпа ҫӳрерӗмӗр вӗт, - тет Светлана Садыкова
Хусанти "Салам" ансамбль тинех сӑран атӑ-пушмаксемлӗ пулса тӑчӗ. Хӗрарӑмсен аттисем 8 мӑшӑр, арҫыннӑн 2.
Ансамбль ертӳҫин, Светлана Садыкован сӑмахӗсемпе, фольклор ансамблӗ вуникӗ ҫул атӑ-пушмаксӑр пулнӑ, хӑйсенне тупкаласа тӑхӑннӑ. Унта вара камӑн мӗнле - пӑлтти-палтти, илемсӗр.
ТР Президенчӗ пӗлтӗр ЧНКА-на панӑ грант укҫипе ҫӗлеттернӗ сцена пушмакӗсене.
Ҫӗнӗ атӑ-пушмакпа "Саламсем" Шупашкарти Республика Кунне уявлама кайма хатӗрленеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра репетицисем пыраҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев