Начар тавар туянсан хăвăн правусене еплерех хӳтӗлемелле
«Ырă ӗçсен кунӗ» фонд мартăн 16-мӗшӗнче 13.00 сехетре потребительсен прависене хӳтӗлессипе лекци ирттерет.
Потребительсен прависене хӳтӗлекен ТР Патшалăх инспекцийӗн специалисчӗсем вăл е ку таварсем туянсан е çăмăллăхсемпе усă курсан çынсем хăйсен прависене еплерех хӳтӗлемелли çинчен лекцире каласа парӗç.
Туяннă тум, атă-пушмак, килти техника пахалăхӗ енчен начар пулсан укçана мӗнле тавăрмалли çинчен пӗлӗç лекцие итлекенсем. Япăх таварсене туяннă хыççăн претензие мӗнле тӗрӗс çырмалли çинчен каласа парӗç специалистсем. Çавăн пекех ÇКХ çăмăллăхӗсемпе усă курнă вăхăтра правона пырса тивекен ыйтусене пăхса тухӗç.
Лекцисене кирек кам та хутшăнма пултарать, специалистсене ыйтусем пама та. Мероприяти «Ырă ӗçсен кунӗ» фондӗнче (Хусан, Калинин урамӗ, 3) Унта хутшăнас текенсен малтан 236-65-61 телефонпа çырăнмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев