Паян «Хусан чăвашӗсен» ертӳçи çуралнă
Алексей НАУМОВА çуралнă кунпа хӗрӳллӗн саламлатпăр...
Ӗçтешӗмӗре, пултаруллă çамрăк композитор-юрăçа, «Хусан чăвашӗсем» ушкăн ертӳçине Алексей НАУМОВА çуралнă кунпа хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, юрату, пултарулăх анинче пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.
Пӗрре кăна çулталăкра çуралнă кун,
Хаваслă ирттерсем ăна, юрлатăр чун.
Телей те сывлăх пултăр иксӗлми,
Тулли тăрайтăр пурнăçăн пӳлми!
«Сувар» хаçат редакцийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев