Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Социологсен тимлӗхӗнчен нимӗн те тухмасть

Вӗсем вак халăхсен проблемисем тăрăх пысăкрах халăхсене пырса тивме пултаракан хăрушлăхсене анализлаççӗ.

Евразири социологсен ассоциацийӗпе пӗрле Тутарстан Правительстви Хусанти (Атăлçи) федераллă университет Тӗрӗк тӗнчин социологӗсен халăхсем хушшинчи VII конгресне ирттерет. Мартăн 12-13-мӗшӗсенче иртекен мероприятие ТАССР 100 çул тултарнине халалланă. Унта Раççейри тата ют çӗршывсенчи 200 ытла паллă ученăй, политика деятелӗ хутшăнать.

Конференци ӗçленӗ хушăра хальхи обществăн социаллă проблемисене сӳтсе явӗç, çавăн пекех Раççейӗн тата тӗрӗк тӗнчин культурине, экономикине, наукине, вӗрентӗвне Тутарстан еплерех витӗм кӳнине те тишкерӗç ăсчахсем. 

«Татар-информ» агенствăра журналистсемпе конгреса йӗркелекен Рияз Минзарипов тата Гали Галиев тӗлпулчӗç. Вӗсем форумра мӗнлерех темăсемпе «çавра сӗтелсем» иртни çинчен каласа пачӗç. Халăхсен хушшинчи хутшăнусем тата хирӗçтăрусене чарас меслетсем малти вырăнта. Социаллă улшăнусен вăхăтӗнче çемьери, ăрусем хушшинчи хутшăнусем мӗнлерех пулни те кăсăклантарать социологсене.

Тутарстанри социологи шкулӗ те самай ӗçлет ӗнтӗ. Хусан федераллă университетӗнче социологи кафедри кăçал 30 çул тултарать.

Хусанта пухăннă ăсчахсем вак е, тӗрӗсрех каласан, пӗтсе пыракан тӗрӗк халăхӗсен ӗçӗ-хӗлне хăш таранччен тӗпчеççӗ-ши? Калăпăр, шорсем, телеутсем, караимсем питӗ сахалăн юлнă. Тӗпчеççӗ иккен. Вӗсем вак халăхсен проблемисем тăрăх пысăкрах халăхсене пырса тивме пултаракан хăрушлăхсене анализлаççӗ.  

Юлашки çулсенче тӗрӗк чӗлхеллӗ халăхсен шучӗ Тутарстанра ӳссе пыни никама та тӗлӗнтермест-тӗр. Йышлă студентсене шута илмесен, ӗçлекен узбексем, кăркăссем, туркменсем тата ытти халăхсем Хусан таврашӗнчи ялсене кăмăлланă, унта çуртсем туянса, тӗпленсе пурăнаççӗ. Социологсем çак пулăма та тӗпчеççӗ иккен. Миграци аталанăвӗ вырăнта пурăнакан халăхсен пурнăçне те улăштарма пултарать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев