Тавралӑх летописецӗ

Валентин Бурайкин ТР тава тивӗҫлӗ пичет ӗҫченӗ пулса тӑчӗ
Нурлатри Валентин Бурайкинăн çак кунсенче харăсах икӗ уяв пулчӗ. Февралӗн 23-мӗшӗнче çемйипе Çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне паллă турӗ. Çăмăлах мар, анчах çав тери пӗлтерӗшлӗ çар пурнăçне аса илчӗ çав кун. Шăпах çарта чух округри хаçата пуçласа заметкăсемпе репортажсем çырнă вăл.
Çӗршыв хӳтӗлевçисен уявӗ умӗн Тутарстан Правительстви Валентин Михайловича «ТР пичетпе массăллă коммуникацисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ятпа чысларӗ. Сумлă наградăна республика Президенчӗ Рустам Минниханов Нурлат хулинче пачӗ. Творчествăра малашне те çитӗнӳсем тума ăнăçу сунчӗ. Валентин Михайлович хăй те парăмра юлмарӗ, паллă ентешӗ, халăхшăн тăрăшса пуç хунă колхоз председателӗ Николай Филиппов çинчен çырнă «Председатель» тӗпчев кӗнекине парнелерӗ.
Валентин Бурайкин 20 çул вырăнти «Туслăх» хаçатпа çыхăну тытать. Прозăпа сăвăсене вырăсла та, чăвашла та ăста çырать. «Внемля зову», «Сокровенное. Кăмăл уççи», «И надо жить» кӗнекисене вулакан хапăлласа йышăнчӗ.
Çулӗсене пăхмасăр калемӗ мăкалмасть-ха Тутарстанри чăваш çыравçин. Валентин Михайлович çывăх вăхăтра хăйӗн тепӗр пысăк ӗçне, Нурлат районӗн хисеплӗ çыннисем (хресченсем, ӗç çыннисем, культура ӗçченӗсем, вӗрентекенсем) çинчен çырнă кӗнекине вӗçлеме хатӗрленет. Аса илтеретпӗр, автор ТР Культура министерствин 100 пин тенкӗлӗх грантне тивӗçнӗччӗ. Ку укçа кӗнекене пысăк тиражпа кăларма пулăшӗ.
Николай СОРОКИН.
ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, РФ тата ТР культурисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
27 января 2021 - 16:38Ҫутҫанталӑка упрама Тутарстан питӗ нумай укҫа уйрать Кӑҫал Тутарстан тата пӗр федераллӑ экологи проектне хутшӑнать2400
-
27 января 2021 - 16:00Салават Гайсин: 95 лет для «Динамо» в Татарстане — это только начало Республиканскому спортивному обществу 29 января исполнится 95 лет.1500
-
27 января 2021 - 13:07Чӗмпӗр чӑвашӗсен ҫӗнӗ сайт уҫӑлнӑ Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен хыпарӗсене ҫавӑнтан пӗлсе тӑма май пулать3800
-
27 января 2021 - 12:48Вакцинаци иртме чӗннисем пурте килмеҫҫӗ Паянхи куна Тутарстанра "Спутник-V" вакцинӑпа 12 134 ҫынна прививка тунӑ. Иккӗмӗш дозӑна 2016 ҫын тутарнӑ ӗнтӗ.7000
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ8600
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр8800
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне10000
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ128800
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.21000
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.20602
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ15600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика