Цифрӑллӑ ҫур ҫул

Апла пулин те хӑш-пӗр ҫынсем цифра телевиденине йышӑнассипе йывӑрлӑхра
2019 ҫулхи октябрьте Тутарстанра аналоглӑ телеэфир сигналне сӳнтерчӗҫ. Ҫак вӑхӑтранпа мӗн улшӑннине тата халӑх мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗлпулнине ТР РТПЦ РТРС филиалӗн директорӗ Владимир Якимов каласа панӑ.
–2020 – пӗтӗмлетӳ ҫулталӑкӗ. "Цифра" ҫине куҫас программӑна пурнӑҫласа 29 ҫӗнӗ йышши телебашня тунӑ, пурӗ вӗсем пирӗн 87. Ҫак башнясенчи сигнал республикӑри халӑхӑн 99,3 процентне цифра вещанийӗпе тивӗҫтерет. Пирӗн предприяти сеть лайӑх ӗҫлессишӗн яваплӑ. Раҫҫейри цифра телевиденийӗн тӗтелӗ паян тӗнчере чи пысӑкки шутланать.
Пӗтӗмӗшле илсен, ун ҫине куҫасси йывӑрлӑхсемсӗр иртрӗ. Хыпар хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑчӗҫ, волонтерӗсем листовкӑсем валеҫрӗҫ. Апла пулин те хӑш-пӗр ҫынсем цифра телевиденине йышӑнассипе йывӑрлӑхра. Аса илтерни пӑсмӗ тетӗп. 2012 ҫул хыҫҫӑн туяннӑ телевизорсем ҫеҫ хальхи DVB-T2 стандартпа ӗҫлеҫҫӗ. Сирӗн кивӗрех теднвизо пулсан, ун валли приставка кирлӗ пулать.
Енчен те ҫын ял хутлӑхӗнче пурӑнать пулсан, унӑн ҫурчӗ телевышкӑран миҫе ҫухрӑмра пулнине карта.ртрс.рф сайтра пӑхма пулать.
Передатчикран килекен сигналпа телевизор хутлӑхӗ 40 километртан сахалрах-тӑк, антеннӑра усилитель кирлӗ мар.
Географилле уйрӑмлӑхсене кура (айлӑмсенче, тусем хыҫӗнче вырнаҫнӑран) республикӑри 160 ялта цифра сигналне лайӑх тытаймаҫҫӗ. Вӗсем спутник урлӑ кураҫҫӗ телевизора.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать9100
-
15 января 2021 - 13:56ПИРӖН ТУССЕН ШУЧӖ ӲСРӖ Тăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.4200
-
15 января 2021 - 12:39Бензин хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра ӳсмелле мар Тутарстанри нефть трейдерӗсем бензин хакне ӳстерме шутламаҫҫӗ3300
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр1800
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.2000
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ35800
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.86700
-
13 января 2021 - 19:23Икӗ кун тӑман тустарать Тутарстанӑн Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра ҫул ҫине тухма асӑрханса тӑма ыйтать18101
-
12 января 2021 - 07:22Республикӑра вакцинаци пырать Коронавирусран прививка тӑвас тесен вырӑнти поликлиникӑна шӑнкӑравламалла16300
-
12 января 2021 - 07:50Тиражсем ун чухлӗ ӳсни нумайранпа пулманччӗ Вулакансем пирӗн продукцишӗн тенкӗпе сасӑлаҫҫӗ16202
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика