Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв – 2022: ташлар, юрлар, савăнар!

Июлӗн 10-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче Тутарстан чăвашӗсен авалтан пыракан тӗп праçникӗ – республика Уявӗ – иртет. Хусанкай çӗрӗ çинче Пӗтӗм Раççей чăвашӗсем пуçтарăнаççӗ темелле.

Пирӗнпе пӗрле çак праçнике пайлама ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев, КПРФ парти лидерӗ Геннадий Зюганов, ытти регионсенчи правитетльствосен представителӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем, Чăваш наци конгресӗн, Чăваш наципе культура автономийӗн, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсемпе пайташӗсем, муниципаллă район пуçлăхӗсем, культура ӗçченӗсемпе фольклор ансамблӗсем пуçтарăнаççӗ, пурне те шутласа пӗтерме те çук. 

Уявăн программи анлă та тӗрлӗ енлӗ. «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла», «Выля, хуткупăс», «Уяв пики» конкурссемпе «Хусанкай урамӗ» литература фестивальне курма пултаратăр. Унсăр пуçне наци çурчӗсенче чăваш халăхӗн йăли-йӗркисемпе паллашма, чăваш апатне тутанса пăхма та пулать. Чăваш кӗнекисене, тумтирне, тӗрлӗ сувенирсем туянас тесен, тархасшăн – сире валли суту-илӳ лавккисем ӗçлеççӗ. 

Хаклă туссем, сире пурсăра та Уявпа саламлатпăр! Кунта пулса савăнни пуринчен паха та ӗмӗр асра юлмалăх пулӗ.    

 Редакци.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев