Уявра «Сувар» çырăнакана – парне!
Хаклă вулаканăмăр! Июлӗн 10-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкайра иртекен Уявра «Сувар» хаçата август уйăхӗнчен илсе тăмашкăн çырăнма пулать. Эпир, редакци ӗçченӗсем, сире хамăра уйăрса панă площадкăра хапăл туса кӗтетпӗр.
Хаçата Тутарстанра пурăнакансем çеç мар, Раççейӗн ытти регионӗсенчен килнӗ хăнасем те çырăнма пултараççӗ. Уявра хаçат çырăнакан кашни çынна редакци асăнмалăх парне парать. Эппин «Сувар» хаçат ӗçченӗсен умӗнчен чарăнмасăр ан иртӗр, хаклă тăванăмăрсем!
Чăваш пулар, пӗрле утар!
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев