News by category - Элкел (Алькеевский)
-
Хусанкай çуралнă çӗре аталантарма Иван Казанков 4 млрд тенкӗ укçа янă
Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин П.П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă пухура каланă сăмахсем Хусанкай çӗрӗ çинчи пурнăç лайăх енне куç умӗнче улшăнса пырать: ял сăнӗ илемленет, çӗнӗ çуртсем, объектсем ӳссе лараççӗ. 2002 çулта «Звениговский» совхоз ертӳçи И.И.Казанков хăйӗн тăван ялӗнче «Хузангаевский» ял хуçалăх кооперативӗ йӗркелерӗ. Хальхи вăхăтра ăна Е.М.Чугунов ертсе...
-
Александр Кăлкана Шупашкарта манса пыраççӗ пулмалла
Тутарстан чăвашӗсемшӗн иртнӗ эрне мероприятисемпе пуян пулчӗ. Чăваш литературин классикӗсене халалланăччӗ вӗсене. Вырсарникун Элкел районӗнчи Хусанкай-Сиктӗрмере П.П. Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне анлăн паллă турӗç пулсан, пӗр кун маларах Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре чăваш литературин тепӗр çăлтăрӗн Александр Дмитриевич Кăлканăн 105 çулхи юбилейне халалласа çӗнӗ Культура çурчӗ çине вырнаçтарнă асăну хăмине...
-
Хусанкай пултарулăхӗ çинчен ун чухлӗ пӗлекен çын Шупашкарта та çук-тăр
Ку сăмахсен чăнлăхне тӗрӗслеме эсир Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи аслă поэт ячӗпе хисепленекен музее килсе курсан пултаратăр. Унăн улшăнми директорӗ Олег Витальевич Мурзин асăннă культура заведенине 15 çул ертсе пырать. Музей лаптăкӗпе пысăк мар, анчах та çак вăхăт хушшинче унта Минтимер Шаймиев, Рустам Минниханов, Фарид Мухмаетшин, тутар халăх поэчӗсем...
-
Ăçта çухалтăн, Сергей?
Нурлат район следователӗсем хальхи вăхăтра Элкел районӗнчи Кивӗ Тахталта пурăнакан Сергей Викторович Сардулов çухални пирки килнӗ хыпара тӗрӗслеççӗ. 1997 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче çуралнă чăваш каччи иртнӗ çулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнă та таврăнман, вăл ăçта пулни паянхи кун та паллă мар. Вырăнти шкул дирекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, Сергей нихăçан та...
-
Петӗр Хусанкайпа видеокадрсем
Чăваш чӗлхипе культурин пуласлăхӗ эпир паян Хусанкай халалӗпе урокӗсене мӗн тери ăша илме ăс, вăй-хал çитернинчен нумай килет, çавăнпа та поэт çырнисен ултă томлăхӗ вулакансемшӗн паха парне пуласси иккӗлентермест. Кашни чăваш Хусанкай пӗлтерӗшне чунӗпе те, ăс-хакăлӗпе те ăнланса илтӗр. Хамăр наци идейине уçăмлă пӗлтерӗшпе çӗнӗ хăват вӗрсе кӗртсе çунат хушнă...
-
Ăна вӗçекен бульдозерпа танлаштараççӗ
Валери Туркай пӗр-пӗр стандарта пăхăнса пурăнакан çын мар. Чӗлхи вичӗкӗн, хăй чӗрӗ, хăтланăвӗсем импульслă. Вăл ялан шыравра. Пӗр вăхăт ЧР Профессонал писательсен союзне те ертсе пычӗ, «Хыпар» хаçата та. Анчах унтан ирӗклӗ поэта сăвă çырнăшăнах кăларчӗç пулмалла. Çеçпӗл Мишшин обществолла ыркăмăллăх фондне кăна пăрахмасть В.Путинăн шаннă çынни. Каламаллине тӳрӗрен сăтăрса...
-
Вера Кузьмина Хусанкай сăввисене вуларӗ
Петӗр Хусанкайăн мăшăрӗ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина та килнӗччӗ аслă поэтăмăрăн 110-çуллăхне халалланă уява. Вăл Сиктӗрмери музейăн курав залӗнче те, Пасарлă Матакри Культура керменӗнче те сăмах каларӗ, Петр Петровичăн сăввисене питӗ ытарлăн вуларӗ. Вăл сăвăсене Вера Кузьмина пек пăхмасăр калакан çук-тăр, тупата. Çулла пулнă пулсан, туп-тулли залсенче шăна вӗçни...
-
Ирек Шарипов салам сăмахӗсене чăвашла каларӗ
Тутарстан Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР Халăхсен Туслăхӗн çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов та Элкел районӗнчи Сиктӗрмери Петӗр Хусанкай ялӗнчи поэтăн 110 çуллăхне халалласа ирттернӗ уява хутшăннăччӗ. Вăл республикăри чăваш халăхӗ, унăн аталанса пыракан культури çинчен хăпартланса калаçрӗ, тӗслӗхе тăратрӗ. Чăваш автономийӗнчен вӗренмелли нумай тесе каларӗ вăл. Ирек Ильдусовичран хăйӗнчен те нумай...
-
Атнер Хусанкай:«Эпӗ атте чухлӗ туман-ха»
Ашшӗ çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тума Элкел районӗнчи Сиктӗрмене Чăваш наци конгресӗн пӗрремӗш президенчӗ, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай та килнӗччӗ. Шутласа пăхăр-ха, Петӗр Хусанкай хулара пурăнса хăй ачине чăвашла калаçма вӗрентейнӗ. Атнер Петрович тап таса чăваш чӗлхипе хăйӗн ашшӗне еплерех астуни çинчен каласа пачӗ. «Эпир пулнă, пур пулатпăр!»...
-
Сиктӗрме хăнасене йышăнчӗ
Январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ иртенпе хăнасене йышăнчӗ. Кунта В.В. Иванов ертсе пыракан ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çыннисем, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, ЧР культура министрӗ К. Яковлев ертсе пыракан делегацире П.Хусанкай ывăлӗ Атнер Хусанкай, поэт мăшăрӗ Вера Кузьмина, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрăç, Чăваш кинемотографисчӗсен пуçлăхӗ Олег Цыпленков, Телертӳçӗ тата сăвăç...
-
Петӗр Хусанкай – туслăх элчин тӗслӗхӗ
Раççей уçлăхӗнче наци литературисемпе культурисен арканми пӗрлӗхӗн йӗркеленӗвӗнче шăпах çак фактор тӗп вырăн йышăнчӗ вӗт. Тутарсатан кунта тӗслӗх пулса тăрать, вăл пире тымарсем патне тавăрса хамăрăн пӗрлӗхе ăнланма пулăшать, унта тăванлăх тата пӗр-пӗрне хисеплесси - тӗп вырăн йышăнаççӗ. Тутарстанра пулнă чухне Мускав тата пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирил каланăччӗ: «Тăван çӗршыв...
-
Эпир пулнă, пур... кун пек малалла кайсан, пулатпăр-ши?
Паянхи кун чылай шкулта ют çӗршыва тарăнрах вӗрентесси йăлана кӗрсе пырать. Саманапа килӗшӳллӗн, çак тӗллеве пирӗн умра çӗршыв ертӳçисем лартаççӗ. Анчах тăван чӗлхе çинчен те манса каймалла мар. Енчен те вăл пирӗн юнпа ăса, ӳтпе пӗве ачаран кӗмесен, вăл нихăçан та çывăх тата тăван пулса тăраймасть, ăна майӗпен ют çӗршыв...
-
Чăвашсем, чăмăртанăр! тесе шăпах вăл каланă
Тутарстанри Элкел районӗнчи Петрӗр Хусанкай музейӗ халăх поэчӗн литературăри еткерлӗхне тӗпчесе пысăк ӗç ирттерет. Унăн директорӗ Олег Мурзин пирӗн хаçата хăйӗн хăш-пӗр шухăшӗсене пӗлтерчӗ. Граждăнла поэзире ăнсăртран пулаканни нимӗн те çук, йăлтах сăнарта е сасăра пурăнса иртекенни çеç, сăвă йӗркеленӗвӗн кашни пайӗнче авторăн гражданла ăнтăлăвӗ, сăн-пичӗ палăрать. Вăл таса ăнлавсенче...
-
Паян Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрӗ
Кăрлачăн 22-мӗшӗнче чăваш халăх поэчӗ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитет. Тăван ялӗнчи ун ячӗллӗ музей ӗçлеме тытăннăранпа та 15 çул çитрӗ. Чаплă уява Элкел районӗнчи Сиктӗрмене Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри çыравçăсемпе общество ӗçченӗсем хутшăнма палăртнă, районсенчи ЧНКЦ председателӗсене йыхравланă. Чăваш сăмахлăхӗ çине Хусанкай çырнисем халӗ те витӗм кӳреççӗ. Çакна эпир...
-
Хусанкай ячӗллӗ конкурса видеосем киле пуçларӗç
Чăваш халăх поэчӗ Петр Петровия Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттерекен интернет-конкурса пӗрремӗш видеосăвăсем киле пуçларӗç. Сирӗн умăрта Тутарстанри Нурлат районӗнчи Якурккел ялӗнчи вăтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Капитонов. Вӗрентекенӗ Г.В.Терентьева. Аса илтеретпӗр, çак конкурса Тутарстанри «Сувар» хаçат тата Хусанти чăвашсен П,П.Хусанкай ячӗллӗ чăваш наципе культура центрӗн пуçарăвӗпе...