Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Шемек ялӗнче пурăнакан Альбина Константиновна ЧАШКИНА (АНДРЕЕВА) сентябрӗн 9-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ. Юратнă хӗрӗме, мăшăра, аннене юбилейпе чун-чӗререн ăшшăн саламлатпăр! Çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей, çутă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр. Яланах хаваслă, чунупа çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр пурăн.
Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх,
Вăй-халу пултăр иксӗлми.
Сана сунатпăр çирӗп сывлăх
Тата телей ытам тулли!
Саламлакансем: мăшăрӗ, икӗ ывăлӗ – Сергейпе Данил, ашшӗпе амăшӗ, икӗ аппăшӗ, икӗ шăллӗ тата çывăх тăванӗсем.
Нет комментариев