Иван Лазаревич ДУЛАТОВ 65 çут тултарчӗ
Хаклă тусăмăр Иван Лазаревич ДУЛАТОВ июнӗн 15-мӗшӗнче 65 çул тултарать. Вăл Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнай ялӗнче çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен 1980 çулта Совет Çарӗн ретне тăнă. Шăпа чăваш каччине Афганистана илсе çитернӗ. Танкăн механик-водителӗ пулса икӗ çул хушши çапăçусене хутшăннă вăл. 1982 çулта килне таврăннă. Савнийӗпе Татьянăпа çемье çавăрнă, хӗрпе ывăл çуратса ӳстернӗ, халь мăнукӗсемпе йăпанаççӗ. Хăй те вăрçă вучӗ урлă иртнӗскер, Иван Лазаревич халӗ СВОри салтаксене пулăшать, Афганра туслашнă çарти юлташӗсемпе тачă çыхăну тытать, çамрăксене патриотла воспитани парас ӗçе хутшăнать.
Хаклă тусăмăра юбилейпе саламласа чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, сурпан пек вăрăм ӗмӗр, иксӗлми вăй-хал, пархатарлă кун-çул сунатпăр. Ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр!
Мӗн сунар сана паян?
Мӗн кирли йăлт пултăр сан:
Иксӗлми вăй-хал, хастарлăх,
Çирӗп сывлăх, ырлăх-пурлăх,
Çемьере ялан татулăх,
Пурнăçу сан пултăр тулăх.
Афганра туслашнă юлташӗсен ятӗнчен ăшă салампа Расих Залялов.
Нет комментариев