Пирӗн анне, асанне, кукамай, Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Люлия Андреевна ХЛЫНОВА сентябрӗн 6-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ. Юратнă та хаклă çыннăмăра сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей, ачусемпе мăнукусен ырлăхӗпе киленсе тата та нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр. Кунусем хӗвеллӗ те çутă пулччăр. Ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Эпир сана пурте питӗ юрататпăр. Малашне те пӗрре мар юбилей ирттермелле пултăрччӗ.
Тавах сана, аннемӗр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Тăватă ывăлӗпе тăватă хӗрӗ, кӗрӳшӗсемпе кинӗсем, 21 мăнукӗ тата 11 кӗçӗн мăнукӗ.
Нет комментариев