«Алтын минбар» халăхсен хушшинчи кинофестивалӗн тӗп номинацийӗ вăл – «Тулли метрлă илемлӗ кино». Унта кам, мӗнле çӗршыв кинофильмӗ çӗнтересси ялан интрига. Ку паян каçпа – «Алтын минбар» кинофестивале хупнă церемонире паллă пулӗ.
«Алтын минбар» халăхсен хушшинчи кинофестивалӗн тӗп номинацийӗ вăл – «Тулли метрлă илемлӗ кино». Унта кам, мӗнле çӗршыв кинофильмӗ çӗнтересси ялан интрига. Çавăнпа сентябрӗн 7-мӗшӗнче режиссерсемпе иртнӗ пресс-конференци те пысăк интерес çуратрӗ. Унта «Нинавау» фильм режиссерӗ Бебра Маилин (Малайзи), «Речной камень» кинокартина режиссерӗ Лалит Ратнаяке (Шри-Ланка), Актан Арым Кубат («Черный, красный, желтый», Кăркăсстан), Бабак Хаджепаша («Земля ангелов», Иран), Сунай Терзиоглу («Связи, корни и увлечения», Турци), Изабель Каландар («Еще одно рождение», Таджикистан), «Дочь капитана» фильмра ӳкерӗннӗ актер Алексей Дегтярев (Раççей) тата Софья Чигирова («Моң», Раççей) хутшăнчӗç.

Пресс-конференцире кашни хăйӗн фильмӗпе кӗскен паллаштарчӗ: мӗншӗн, кам валли ӳкернӗ, тӗп шухăшӗ, социаллă пӗлтерӗшӗ тата ытти çинчен. Тӗлпулу хӗрсе пынă май калаçу ачасем çине куçрӗ. Ахальтен мар, режиссерсенчен чылайăшӗ кино ӳкернӗ чух ачасен пурнăçӗпе шăпине, вӗсен тӗнчери паянхи лару-тăрури вырăнне уçса панă.
Объективра – ачасем
Ку вăхăтра тӗнчере лăпкă мар, нумай çӗршывра вăрçăлла хирӗçтăрусем хуçаланаççӗ. Ачасем вара чи хӳтлӗхсӗррисем. Мӗнле йӗр хăварать вӗсенче вăрçă? Мӗнле хаклăхсем ăша хывса ӳсӗç вӗсем? Çак ыйтусем паллах кинематографистсене питӗ хумхантараççӗ. Тӗнчере ачасен енӗпе хуçаланакан тӗрӗсмарлăха уçса пама тăрăшнă вӗсем. «Ачасем пирӗн пуласлăх» каларăш пӗрре мар янрарӗ пресс-конференцире. Çак виçӗ сăмаха калама та, илтме те хăнăхнă эпир. Çăмăллăн калатпăр ку сăмахсене, лозунг е типӗ протоколри сăмах евӗр. Анчах, шутласа пăхсан, аслисен тӗнчинче тӗпе хуратпăр-и ăна? Хăйсен çине пысăк явап илнӗ хăш-пӗр çӗршыв хуçисем кун пирки вуçех те маннă пек туйăнать. Унсăрăн вăрçăсем, хирӗçтăрусем хускатмӗччӗç. Çапла çак тема тӗпре пулчӗ пресс-конференцире.

Бебра Маилин хăй киновӗнче çамрăк хӗр Нинавау çинчен каласа парать. Вăл Куала-Лумпура вӗренме кайсан ислам тӗнне илет. Тăван хулине таврăнсан çемйи малтан хыпара йышăнмасть, мӗншӗн тесен вӗсем христиансем.
«Кун пекки пирӗн патра час-час пулать. Фильм çемье туслăхӗ, ыттисен тӗнӗ енӗпе чăтăмлă пулни çинчен», – ăнлантарчӗ режиссер.
Кунта ачасем çинчен тӳрремӗн каламан пулин те, кинофильмра аслисен йышăнăвӗсем епле майпа çывăх çыннисен пурнăçне улăштарни пирки пырать.
Лалит Ратнянке киновӗ куракансемшӗн куçа кăтартма тăршманние çиеле кăларни пулӗ. «Речной камень» кино политикăпа çыхăннă. Шри-Ланка ертӳçисем акă влаçа алăран вӗçертес мар тесе вуншар çулсем хушши преступниксене хăйсемех çитӗнтернӗ, кайран çакна пытарас тесе преступниксене хăйсемех тӗп тунă. Полици ку ӗçе явăçман, тӗрӗссипе, вăрттăнлăха пытарма пулăшнă çеç.
Газăра 24 пин ача вилчӗ. Тӗнчере шăп.

Бабак Хаджепаша киновӗ шăпах ачасем пирки. «Земля ангелов» Газăра пурăнакан ачасен шăпи çинчен. Режиссер кинона çулталăк çурă ӳкернӗ. Газăра вăрçă лару-тăрăвӗнче ӳкерме пулманнипе Тегеранта ӗçленӗ. Паян Иран та хирӗçтăрура. Режиссер сăмахӗпе съемкăсене пурпӗрех пӗр вăхăта та чарман. Актерсене Бейрутран, Ливирен пуçтарнă. Бабак Хаджепаша питӗ те хӗрӳ калаçрӗ. Политиксен хаярлăхӗ, ачасен пуласлăхӗ çинчен шутламанни тарăхтарать ăна.
«Хăçан та пулин Турă умне тăрсан вăл манран мӗн турăн эсӗ çав ачасем валли тесе ыйтсан мана намăс пулмӗ. Эп хамăн тивӗçе пурнăçларăм», – терӗ вăл. Кинова Европа çӗршывӗсенчи кинофестивальсене илсе кайма шухăш çук-и тесе ыйтсан татăклăн – çук терӗ.
Çакна Анăçа туслă мар çӗршывсенчи ачасемпе çынсен пурнăçӗ пач та интереслентерменнипе çыхăнтарчӗ.
«Пурпӗрех кӗртмеççӗ пире унта. Вӗсене тӗрӗслӗх интереслентермест. Юлашки çулталăкра кăна Газăра 24 пин ача вилчӗ. Тӗнчере шăп. Кино вара ун пирки кăшкăрмалла», –терӗ вăл.
Изабель Каландар хăй киновӗнче СССР арканнă хыççăнхи Таджикистан çинчен каласа парать. Граждан вăрçи, арçынсем Раççее ӗçлеме тухса кайни, хӗрарăмсемпе ачасем тăлăха юлни çинчен.
.jpg)
«Кинора пӗчӗк хӗрача ашшӗне шырать. Кун пек историсем нумай çемьере пулса иртнӗ. Ашшӗсӗр ӳсекен ачасен хăйсене шанни çук, хӳтлӗхсӗр вӗсем. Аманнă чун-чӗри пирчесе хытать тата кирлӗ-кирлӗ маррипе интересленсе хăйсене сиен кӳреççӗ. Эпӗ хам нумай ачаллă çемьере, атте-анне ăшшипе ӳснӗ. Çав вăхăтрах иккӗмӗш сыпăкри пичче-шăллăмсем пач урăх лару-тăрура çитӗннӗ. Эсир шутлама та пултараймастăр мӗн тери йывăрлăхра, нушара. Пысăк проблема ку пирӗн çӗршывра», – хаш сывларӗ режиссер.
Фильмсене кинофестивальсемшӗн те, статуэткăсемшӗн те ӳкерместпӗр
Алексей Дегтяров «Дочь капитана» режиссерӗ Лариса Садилова фильма хăйӗн ачалăхне тӗпе хурса ӳкернине каларӗ. Кинора тăлăх ачасем ӳкерӗннӗ. Ку унăн принциплă позицийӗ пулнă. Дегтярев хăй воспитателе вылянă. Сăмах май, кинона ӳкернӗ вăхăтра актерăн ашшӗ вилет. Вара вăл хăйӗн геройне ашшӗ ятне пама сӗнет, режиссер килӗшет. «Пирӗн кино юрату çинчен. Хӗрачан кулянмалли тупăнсах тăрать. Анчах телее истори лайăхпа вӗçленет», – терӗ Алексей.

Анис Лассуд пуринчен ытла сăмах илсе калаçрӗ пулмалла. Ачасен шăпи ăна шутсăр хумхантарать. Пилӗк çул ӳкернӗ вăл «Наше семя» киновне.
«Пирӗн кино ачасем вăрçă хускатманни, миграци пирки йышăну туманни çинчен. Мӗн акса хăваратпăр эпир хамăр ачасенче? Ачасен пуласлăхӗ çав тери пысăк яваплăх пулнине манмалла мар аслисен. Ачасене илтес вырăнне эпир ачасемшӗн йышăну тума хăнăхнă. Тен пирӗн вӗсене илтме тăрăшмалла? Ман аслисене шăпланма ыйтса ачасене сăмах парас килет. Вăрçă кирлӗ-и вӗсене? Пуçлӗччӗç-и ирӗк парсан? Çук. Çакна эп тата та тата калама хатӗр», – терӗ Анис Лассуд.
Режиссерсем пӗр шухăшлă пулса тӗнче ачасене çухатнине çирӗплетрӗç. «Ачасем çинчен ӳкернӗ кино аслисем валли вăл. Пирӗн тӗллев вӗсен чун ыратăвне аслисен патне çитересси», – палăртрӗ Изабель Каландар.
«Тӗрӗссипе, хамăр фильмсене эпир кинофестивальсемшӗн те, статуэткăсемшӗн те ӳкерместпӗр. Пирӗн тӗллев – проблемăсем çинчен каласа парасси, илттересси. Кинематографи вăл чуна тасатма пулăшать», – терӗ Хаджепаша.
«Кинематографи пӗлӗвне шкул программине кӗртмелле. Тепӗр 10-20 çултан пач та урăх ăру çитӗнсе çитнине хăвăрах курăр вара», – ӗçтешӗн шухăшне малалла тăсрӗ Турци режиссерӗ Лассуд.
.jpg)
Асăннă режиссерсен ӗçӗсем чăннипе мухтава тивӗç. Коммерци тӗллевӗпе ӳкермен вӗсем хăйсен ӗçӗсене – чун ыртани хистенӗ алла камера тытма.
Анчах конкурс конкурсах ӗнтӗ. «Тулли метрлă илемлӗ кино» номинаци çӗнтерӳçине паян каçпа – «Алтын минбар» кинофестивале хупнă церемонире пӗлтерӗç.
Сăнӳкерчӗксем: Ирина Трифонова тата https://kazan-mfmk.com сайтран.
Нет комментариев