Çӗнӗ хыпарсем

Паян Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Раççей халăхӗсен чӗлхисен кунне халалланă мероприяти иртет

Программăра тӗпре – Атăл тăрăхӗнчи халăхсен – тутар, вырăс, мари, мордва, удмурт тата чăваш – паллă сăвăçисен пултарулăхӗ

Паян, Раççей халăхӗсен чӗлхисен кунӗнче, Тутарстан Республикин Халăхсен Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) «Сăмахсен нумай саслă пӗрлӗхӗ» ятлă литературăпа музыка программи пулать. Вăл – шкул ачисем валли хатӗрленӗ культурăпа çутӗç тата вӗрентÿ проекчӗ: вăл çамрăк ăрăва тăван сăмахăн илемӗпе хăватне, Раççейри чӗлхесен тата культурăсен  нумайенлӗхӗн пуянлăхне кăтартма пулăшать.

Танец народов Поволжья на Медиа-уяве

Программăра тӗпре – Атăл тăрăхӗнчи халăхсен – тутар, вырăс, мари, мордва, удмурт тата чăваш – паллă сăвăçисен пултарулăхӗ. Вӗсен  произведенийӗсем урлă ачасем литература культурăсем хушшинчи кӗпер пулнине, наци уйрăмлăхне упраса хăварма пулăшнине, çав вăхăтрах халăхсен хушшинчи диалога тата пӗр-пӗрне ăнланнине йӗркелеме май панине туйса илме пултараççӗ.

Программăра Расул Гамзатовăн еткерлӗхне уйрăм вырăн уйăрнă – унăн пултарулăхӗ нумай нациллӗ çӗршыв пӗрлӗхӗн çутă символӗ пулса тăнă. Унăн «Дагестанра эпӗ – авар, Раççейре – дагестанец, ют çӗршывра вара – вырăс» сăмахӗсем гражданла пӗрлехи идентичность идейине сăнарлă та тӗрӗс çутатса параççӗ: кашни халăх хăйӗн йăли-йӗркине упрать, çак вăхăтрах вăл пысăк Раççей çемйин пайӗ пулса тăрать.

Программăн тӗп тӗллевӗ – Атăлçи сăвăçисемпе просветителӗсем пӗр-пӗринпе туслă пурăнас тата пӗр-пӗрне хисеплес культурăна йӗркелесе ярас ӗçе пысăк тÿпе хывнине кăтартасси.

Мероприяти 14.00 сехетре пуçланать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 


день языков народов России

Нет комментариев