Тутарстанра 17-ри Марий Эл каччи çитес вăхăтра суд сакки çине лармалла. Интернет урлă наркотик сутса закона пăснă вăл.
Следствирен курăннă тăрăх, каччă кăçал çулла укçа ӗçлесе илес шутпа наркотик хурса хăвармалли вăрттăн вырăнсем туса пама палламан çынсемпе калаçса татăлнă. Вăрттăн вырăнтан илнӗ наркотика туянакансем валли Хусанта вăрттăн вырăнсене хурса тухнă чухне, июлӗн 19-мӗшӗнче, ăна полици алăранах ярса тытнине пӗлтерет tatarstan24.tv. Каччă енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе çитес вăхăтра суд пăхса тухать. (Фото «Татар-информ» ИА).
Нет комментариев