Çӗнӗ хыпарсем

Çанталăка сăнамалла

Авăн уйăхӗн 8-мӗшӗ – Андриян, Наталья. Ирхине çанталăк сивӗ пулсан хӗл ир килессе. Çак кун тӗлне хурăнпа юман çулçи тăкăнман-тăк хӗл сивӗ пулать.

Фото Оксаны Бердниковой. Авăн уйăхӗн 9-мӗшӗ – Пимен. Пилеш пуçтармалли кун. Авăн уйăхӗн 10-мӗшӗ – Анна тата Савва. Хирти мӗнпур тырра пухса кӗртмелле. Ӗлӗк çак кун хӗр килӗшме юраман, каччă хӗрӗн ашшӗ-амăшӗ патне килни ырра мар тенӗ.  Авăн уйăхӗн 11-мӗшӗ – Иван Пусни. Çу вӗçленсе кӗркунне пуçланать. Вӗçен кайăксене сăнамалла. Çак кун тăрнасем кăнтăралла вӗçнине курсан кӗркунне кӗске пулать, ир юр ларать. Шăнкăрчсем кăнтăралла час каймасан, кӗркунне типӗ пулать. Каçхине кураксем йышлăн çӗр çийӗн вӗçсен те лайăх çанталăка.

Авăн уйăхӗн 12-мӗшӗ –  Александр Сытник. Вăрманта пилеш нумай-тăк, кӗркунне çумăрлă пулать. Каç ăшă, тӳпере çăлтăр нумай-тăк çитес çул тухăç ăнса пулать. Вӗлле хурчӗсем вӗллене хуплаççӗ-тӗк хӗлле шартлама сивӗсем пуласса кӗтмелле.  Авăн уйăхӗн 13-мӗшӗ – Куприян. Тăрнасем шурлăха пуçтарăнса кăнтăралла хăçан вӗçсе каймаллине канашлаççӗ тенӗ. Çак кунран шур çырли пуçтарма юрать. Маларах шур çырлине пуçтарма хушман ӗлӗк, çынсене шурлăх çăтать тенӗ.

 


народные приметы

Нет комментариев