Сентябрӗн 8-мӗшӗнче «Книжный поезд» Хусана 9.00 сехетре килсе чарăнать. Пӗр кунлăха чарăнать поезд, çак вăхăтра Хусанта 32 мероприяти иртет
Раççей халăхӗсен чӗлхисен кунӗнче Хусанăн «Казань-1» вокзалне кӗнеке поезчӗ килсе чарăннине пысăк символ пек йышăнмалла-тăр. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче хулара писательсем, литеатуроведсем ачасемпе, вӗсен ашшӗ-амăшӗпе, студентсемпе тата кӗнеке вулама юратакансемпе тӗлпулусем ирттерсе литература, кино, искусствăлла интеллект, пуласлăх çинчен калаçаççӗ.
Кӗнеке поездне музыкăпа, Тутуарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн артисчӗсемпе, Хусан музыка колледжӗнче вӗренекенсемпе вулавçăсм кӗтсе илеççӗ. Программăпа mayak.piterbook.com/ сайтра тӗплӗнрех паллашма пулать
«Книжный поезд – 2026» проект сентябрӗн 4-мӗшӗнче пуçланнă. Ăна «Книжные маяки России» Фестиваль юхăмӗ йӗркелесе тытса пырать, Президентăн культура пуçарӑвӗсен фончӗ, «РЖД» УАО, Раççей писательсен союзӗ тӗрев параççӗ. «Книжный поезд» кăçал вун пӗрӗмӗш çул «çула тухнă», кăçалхи маршрута çак хуласем кӗнӗ: Санкт-Петербург, Мускав, Чулхула, Хусан, Ульяновск, Волгоград тата Сочи.
Кăçалхи «Книжный поезд» проекта 2026 çул Раççейре халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тата «Толковый словарь живого великорусского языка» словаре пухса хатӗрленӗ Владимир Иванович Даль çуралнăранпа 225 çул çитнине халалланă. Сăнӳкерчӗк www.tatar-inform.ru.
Нет комментариев